Суббота, Март 28, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Фестивальте çĕнтернĕ

Фестивальте çĕнтернĕ

Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа республикăри медицина организацийĕсем хушшинче «Профсоюзлă çуркунне – 2020» фестиваль иртнĕ.

Унăн тĕп тĕллевĕсем республикăри медицина организацийĕсенче ĕçлекенсен пушă вăхăтне культурăллă ирттересси, пултаруллисене тупса палăртасси, ĕç коллективĕсенче профсоюз организацийĕн ят-сумне ÿстересси тата çамрăк ăрăва воспитани панă çĕрте тăван енĕн аваллăх еткерлĕхне упрама хăнăхтарасси.

Фестивале 39 медицина организацийĕ хутшăннă. Вăл «Юрататăп сана, манăн тăван енĕм» девизпа иртнĕ. Елчĕксем «Чăваш Ене йыхравлатăп» программа хатĕрлесе пултарулăх шайĕ пысăккине кăтартса «За высокий художественный уровень исполнения» номинацире çĕнтернĕ, диплома тата укçан премие тивĕçнĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: фестивальте.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code