Среда, 30 ноября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тÿлевсĕр юрист пулăшăвĕ

Тÿлевсĕр юрист пулăшăвĕ

Паянхи кун граждансен чылай категорийĕ тÿлевсĕр юрист пулăшăвĕпе усă курма пултарать. Списока камсем кĕни пирки /граждансен 27 категорийĕ/ эпир хаçатра пĕрре мар çырнă. Чăваш Республикин 2020 çулхи февралĕн 28-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинче тÿлевсĕр юридика пулăшăвĕ парасси çинчен» 8 номерлĕ саккунне кĕртнĕ улшăнусем çак çăмăллăхпа тата виçĕ категорири граждансене те усă курма май парать. Камсем кĕреççĕ-ха унта?

Пенсие тухас умĕнхи тапхăрти граждансем пирки сăмах. Вĕсем ĕçлев саккунĕсемпе çыхăннă ыйтусемпе, вăхăт çитмесĕрех пенсие каяс тĕлĕшпе юридици пулăшăвĕ илме пултараççĕ. Çавăн пекех хваттер тума-туянма пая кĕнисене çурт-йĕр ыйтăвĕпе çыхăннă ыйтусемпе адвокатсем пулăшĕç. Кредит организацийĕн вкладчикĕсен банксем панкрута тухнă е вĕсене пĕтерме йышăннă тĕслĕхсенче хăйсен прависене хÿтĕлес тĕлĕшпе çăмăллăх пулĕ.

Тепĕр çĕнĕлĕх – Федерацин 184 номерлĕ саккунне кĕртнĕ улшăнусемпе килĕшÿллĕн, кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен патшалăх тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем ятарлă списока кĕртнĕ инвалидсене социаллă пулăшупа тивĕçтерĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code