Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Кирлĕ йышăну

Раççей Президенчĕн Владимир Путин кăçалхи кăрлачăн 15-мĕшĕнче вуланă Çырăвĕнче çĕршыв Конституцине тÿрлетÿсем кĕртмелли пирки каланине хаçат вулакансем ырлаççĕ.

Нина ЛЕВАЯ, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен:
— РФ Конституцине кĕртекен çĕнĕлĕхсен хушшинче наци культурипе чĕлхине тивĕçлипе упраса аталантармаллине палăртакан йĕркесем пур. Пирĕн çĕршыв нумай нациллĕ патшалăх, кашни наци тулли тата пĕр тан парваллă, вĕсем пурте хăйсен хăйне евĕрлĕхне, чĕлхипе культурине упраса маллала аталантарса пырас тĕллевлĕ. Тĕп саккун тивĕçĕ — федераци йышĕнчи халăхсене, кашни наци çыннине, вĕсен пурнăçĕпе ĕç-хĕлне туллин йĕркелесе пыма май туса парасси. Çакна эпир ырлатпăр.

Эльвира МОЛОСТВОВА, районти эколог:
— РФ Конституцине çут çанталăка, тавралăха упрассипе тĕп улшăнусем кĕртмелле. Конституци Раççей Правительствине экологие сиен кÿрессине чакарма, çут çанталăк пуянлăхне, нумай евĕрлĕхне упрама сĕнет. Конституцин 114-мĕш статйине улшăнусем кĕртнин тĕп шухăшĕ çакăнпа çыхăннă та ĕнтĕ. Унта çакăн пек йĕркесем пур: «Раççей Правительстви çынсене пурăнма лайăх условисем туса памалли, тавралăха хуçалăх е ытти ĕç-хĕлпе сиен кÿрессине чакармалли, çĕршыври çутçанталăка тата биологи нумай евĕрлĕхне упрамалли мерăсене пурнăçлать, граждансен экологи пĕлĕвне аталантармалли, вĕсене экологи культури енĕпе воспитани памалли условисем туса парать. Чăннипех те вăхăтлă тата кирлĕ йышăну. Унăн тĕп тĕллевĕ таса çут çанталăка пулас ăрусемшĕн упраса хăварасси.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code