Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Поздравление глав Яльчикского района с Днем Победы

Поздравление глав Яльчикского района с Днем Победы

Хисеплĕ ветерансем, тыл ĕçченĕсем! Хаклă ентешсем!

Сире Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнĕ ятпа чĕререн саламлатпăр! Аслă Çĕнтерÿ кунĕ чăннипех те чи савăнăçлă та çутă уяв.

Аслă Çĕнтерĕве мĕнлерех хакпа çĕнсе илнине эпир лайăх пĕлетпăр. 1418 куна тăсăлнă вăрçă кашни киле, кашни çемьене кĕрсе тухнă, кашнийĕн чĕринче тарăн йĕр хăварнă.

Аслă Çĕнтерĕве туптанă çĕрте Елчĕк халăхĕн тÿпи те пысăк. Районтан 8 пин ытла вăй питти çын вăрçă хирне тухса кайнă, вĕсенчен çурри кăна Çĕнтерÿпе килĕсене таврăннă. Тылри ĕçченсем те Çĕнтерĕве çывхартассишĕн вăй-халне шеллемесĕр тăрăшнă.

Шел пулин те ветерансен йышĕ çулсерен чакса пырать. Паянхи кун районта 10 вăрçă участникĕ, 429 тыл ĕçченĕ пурăнать. Ытларах тимлĕх уйăрар вĕсене, май килнĕ таран пулăшар.

Эпир, паян пурăнакансем, хамăр аттесемпе асаттесен паттăрлăхне ĕмĕр асра тытма, чăн историе ăруран ăрăва куçарса пырса çамрăксене Тăван çĕршыва юратма вĕрентме, патриотла воспитани пама тивĕçлĕ.

Хаклă ветерансем! Эпир сирĕн паттăрлăхăр умĕнче пуçсене таятпăр, сирĕнпе мухтанатпăр, сума сăватпăр. Телейлĕ те вăрăм ĕмĕрлĕ пулăр, çывăх çыннăрсен тимлĕхĕпе юратăвĕ пурин валли те çиттĕр.

Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе пурне те саламласа ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей, тăнăç пурнăç сунатпăр.

Елчĕк район пуçлăхĕ                                                И.ВАСИЛЬЕВА
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ            Н.МИЛЛИН

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code