Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > «Шанăç телефонĕ»

«Шанăç телефонĕ»

Наркобизнес представителĕсем çамрăксене тавар сутаканпа тавар туянакан хушшинчи çыхăнтаруçă ĕçне пурнăçлама, пĕр вырăнта пытарнă наркотик хатĕрне тепĕр вырăна куçарма сĕннĕ тĕслĕхсем час-час тĕл пулаççĕ.

Çак ĕçе пурнăçланă чухне çамрăксем РФ Уголовнăй Кодексăн 228.1 статйинче палăртнă йĕркесене пăснине, наркотик хатĕрĕсен саккунсăр çаврăнăшĕпе /хатĕрлени, сутни, салатни/ çыхăннă преступленисемшĕн 4 çултан пуçласа 20 çул таран ирĕк прависĕр хăварса колоние яма пултарнине асне те илмеççĕ. Саккуна пĕлменни яваплăхран хăтармасть. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕпе вĕрентекенсене шкул ачисемпе, студентсемпе çак темăпа калаçу тата ăнлантару ĕçĕ ирттерме ыйтасшăн.

Енчен те çамрăксене наркотик хатĕрĕсем сутма е пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçарма явăçтарнине çирĕплетекен информаци пулсан халăха районти полици пайне 2-50-02 телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр.

Инкек тÿснисем тата наркотикпе суту-илÿ тăвакансем пирки хыпарлас текенсем çавăн пекех ЧР ШĔМĕн «шанăç телефонĕ» çине 8 /8352/ 58-33-33 номерлĕ телефонпа шăнкăравлама пултараççĕ.

Л.ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code