Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Чăвашсене çутта кăлараканĕн пурнăçĕ Тутарстанпа та çыхăннă

Чăвашсене çутта кăлараканĕн пурнăçĕ Тутарстанпа та çыхăннă

Иван Яковлевич çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă мероприятисем Тутарстанра та иртĕç. Юбилейлĕ кÿршĕ регионти Вĕрентÿ министерствинче çавра сĕтел иртрĕ. Унта ТР вĕрентÿпе наука министрĕ Ильсур Хадиуллин тата ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров хутшăнчĕç. Вĕсем икĕ регионта ирттерме палăртнă мероприятисем çинчен каласа кăтартрĕç. Тĕслĕхрен, Хусанта «Аталан» форум, Яковлев вулавĕсем, тăван чĕлхе вĕрентекенсен фестивалĕ, чăваш чĕлхин кунĕсем тата ытти.

Тутарстанра чăваш чĕлхине вĕрентесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ: наци шкулĕсенче, вырсарни шкулĕсенче чăваш чĕлхипе культурине ăса хываççĕ. Дмитрий Анатольевич каланă тăрăх, тĕп мероприятисем Чăваш енре, Тутарстанра, Ульяновск облаçĕнче иртĕç, чăвашсем пурăнакан регионсенче те йĕркелĕç. Вăл Тутарстанри чăваш шкулĕсем валли учебниксем, словарьсем парнелерĕ. Икĕ министерство çыхăнса ĕçлесси пирки килĕшÿ турĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code