Среда, 8 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > «Ăнăçлă сасăлав»

«Ăнăçлă сасăлав»

Людмила Зайцева, районти ветерансен Канашĕн председателĕ:

«Ăнăçлă сасăлав»

тесех хаклас килет Раççей Конституцине улшăнусем кĕртес тĕлĕшпе йĕркеленĕ иртнĕ сасăлава. Ветерансен ĕçĕ-хĕлĕпе куллен тимленĕ май, районти хăш-пĕр суйлав участокĕнче пулса куртăмăр. Вĕсенче хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнни кашнинчех палăрчĕ. Пÿлĕмсене дезинфекциленĕ. Антисептик та пур. Маскăсемпе, перчеткесемпе, пĕр хут усă курмалли ручкăсемпе тивĕçтернĕ. Аякранах илтĕнекен çепĕç юрă-кĕвĕ çемĕ те ял çыннисене хăйсен шухăш-кăмăлне васкаса пĕлтерме йыхравланăнах туйăнчĕ. Халĕччен пулман, мероприятие çичĕ кун йĕркелени те пĕлтерĕшлĕ.

Тĕпрен илсен, районта пурăнакансем çĕршывăн Тĕп саккунне улшăнусем кĕртессине ырласа сасăларĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code