Суббота, 13 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Указа тишкернĕ

Указа тишкернĕ

Правительство çуртĕнче ирттернĕ черетлĕ ларура «Чăваш Республикинчи муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче граждансен пурăнмалли хутлăхĕсене хăтламалли хушма мерăсем çинчен» указа еплерех пурнăçа кĕртнине тишкернĕ.

ЧР строительство министрĕн Александр Героевăн отчетĕнчен çакă паллă пулнă: 2020 çулта картишсемпе тротуарсене хăтлăлатма 1,311 млрд тенкĕ уйăрнă. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем аукционсем ирттерсе авăн уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне тирпей-илем кĕртмелли мĕн пур объектăн подряд организацийĕсене уçăмлатнă, вĕсенче строительствăпа юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Республикăри объектсен 30 процентне хăтласа пĕтернĕ. Картишсемпе общество территорийĕсене тирпейлеме кăçал федераци бюджетĕнчен 366 млн тенкĕ куçарма пăхса хунă /пурĕ пилĕк картишпе вăтăр пилĕк общество территорине/.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш заместителĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков федераципе республика бюджечĕсенчен уйăрнă укçапа муниципалитетсенче еплерех усă курнине пайăррăн тишкернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code