Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ырă ят хăварни телей

Ырă ят хăварни телей

«Анне, ма пĕçертĕн вир пăттине
Самай сар çу пĕтнĕ, ай, вăхăтра?
Анне, ма çуратса, ма ÿстертĕн
Самай телей пĕтнĕ, ай, вăхăтра?» –

çак чĕрене çуракан сăмахсем, куççуль кăларакан хурлăхлă кĕвĕ мĕн ачаран, анне юрринчен кĕрсе юлнă, – аса илет Курнавăшра пурăнакан 80 çулхи Дария Смирнова.

– Пирĕн анне юрламасăр пĕр ĕç те тумастчĕ пулĕ. Хама чĕрçи çинче такмакласа сиктернине те астăватăп.

Дарийăн ашшĕ, Аслă Шăхальти Данил Еремеевич Арланов, вăрçăран йывăр аманса таврăннă. Ĕмĕрĕ тăршшĕпех, йывăр суранĕ асапланă пулсан та, вăл аллинчен ĕç яман. Çăвĕпе хăйĕн мастерскойĕнчен кĕмесĕр ĕçленĕ – йывăçран катка-пичке, савăт-сапа ăсталанă. Колхоз лашисене кÿлмелли хатĕр-хĕтĕр, урапа-çуна тăвассипе тавра ялта палăрнă. Хĕллехи вăрăм çĕрсенче мăшăрĕпе, Лидия Сергеевнăпа, сурăх тирĕсенчен çĕлĕк çĕленĕ.

Дария Даниловна хăйне пурнăç пилленĕ çывăх çыннисене чун-чĕрери пысăк юратупа аса илет.

– Аттепе анне пĕр-пĕринпе питĕ килĕштерсе ĕçлетчĕç. Мана та хăйсен çумне явăçтаратчĕç. Тепĕр чухне доминолла та выляттăмăр. Вĕсем ĕçленĕ чухне мана сасăпа кĕнеке вулаттаратчĕç. Хăш чухне вара атте хаçат вуласа паратчĕ. Кайран пĕрле сÿтсе явса калаçаттăмăр. Вĕсем мана вăрçă нушине курмах паман. Пĕртен-пĕр хĕрне /Володя ман хыççăн 14 çултан çеç çуралнă/ вĕрентме тăрăшатчĕç. Эпĕ урок вĕреннĕ чухне атте шăппăн пырса радиона чарса хуратчĕ. Эпĕ аннене пулăшас тесе ĕç тытсан та: «Ку ĕçе эпĕ хам та тăватăп, санăн хăвăн ĕç, уроксене вĕрен», – тетчĕ, – ытарлăн аса илет Дария Даниловна ачалăха.

Маттур хĕр ача класри, ун тулашĕнчи ĕçсенчен пĕринчен те пăрăнман. 5-8 классенче ăна дружина совечĕн председательне суйланă. Çав вăхăтрах стена хаçачĕ кăларма та ĕлкĕрнĕ, концертсене, спектакльсене хутшăннă. 9 класра вĕреннĕ чухне Дария районти чи пултаруллă ачасемпе Пионерсен çурчĕн директорĕ Валерий Таллеров йĕркеленĕ экскурсие – Куйбышев хулине кайма тивĕçнĕ.

Д.Арланова 1958 çулта Çĕнĕ Пăва шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăнах хăй ĕмĕтленнĕ института вĕренме кĕреймен вăл. Вăл вăхăтра аслă шкула кĕрес тесессĕн виçĕ çул ĕçлемелле пулнă. Çĕнĕ çулччен колхозра ĕçленĕ хыççăн институт çумĕнче хатĕрленÿ курсĕ уçăлнине пĕлсен мал ĕмĕтлĕ пике Шупашкара тухса кайнă. Вĕреннĕ вăхăтрах республика больницине санитаркăна вырнаçнă. Ятарлă курсран вĕренсе тухнă хыççăн Мускав-Ленинград çулĕ çинче вăй хунă. 1961 çулта хăй ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ – Шупашкарти педагогика институчĕн историпе филологи факультетне вĕренме кĕнĕ. Амăшĕ йывăр чирлесе ÿкнĕ пирки иккĕмĕш курсра академи отпускĕ илме тивнĕ унăн. Анчах амăшĕ хăрушă вилĕмрен хăтăлайман. Пысăк хуйхăна чăтма йывăр пулнă ăна. Тăтăшах йĕнĕрен тăлăх хĕрĕн пĕшкĕнсен куçĕсенчен вут-çулăм «сирпĕннĕ». Экзаменсем тытмалла пулни пысăк нушаран хăтарса хăварнă. Юлташĕсемпе преподавательсем те пулăшу аллине тăснă. Экзаменсене чиперех тытса хăйĕн ушкăнĕнчен уйрăлман Дария.

5 курсри практикăна ăна хăй ыйтнипе хамăр района янă. Килĕнче ун чухне ашшĕпе 11 çулхи шăллĕ пурăннă. Кăштах та пулин çемьере пулса вĕсене пулăшас тенĕ вăл. Харсăр студенткăна Курнавăш шкулĕнче ăшшăн кĕтсе илнĕ. Кунтах вăл пулас мăшăрĕпе паллашнă. Çапла вара вĕренсе тухичченех Курнавăш кинĕ пулса тăнă. 1966 çулхи январĕн 29-мĕшĕнче клубра Анатолипе Дария Смирновсен комсомолла туйĕ кĕрленĕ.

– Халĕ те туслă эпир пĕрле вĕреннисемпе. Студент пурнăçĕ пире ĕмĕрлĕхех пĕр çемьене пĕрлештерчĕ. Аслă шкул хыççăн тĕрлĕ енне салантăмăр пулин те çыхăнăва çухатман. Малтанах кашни пилĕк çултан пĕр-пĕринпе тĕл пулаттăмăр, юлашки вăхăтра – кашни çул, – чи илĕртÿллĕ вăхăтсен ытамне путрĕ Дария Даниловна.

Учитель ĕçне Çуткÿл шкулĕнче пуçăннă çамрăк педагог. Унта пĕр çул çеç ĕçленĕ пулсан та çамрăкшăн вăл ĕмĕр асра юлнă. Паянчченех унти вĕрентекенсем, ачасем, çыннисем, тавралăх та питĕ çывăххăн, тăваннăн туйăнаççĕ.

Иккĕмĕш вĕренÿ çулĕнчех РОНО заведующийĕ Василий Щипцов çамрăк педагога Курнавăш шкул директорĕ пулса ĕçлеме куçарнă. Иккĕмĕш ача çуралнă хыççăн, директор ĕçне хăварса, мĕн пенсие тухичченех вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен пулса тăрăшнă Дария Даниловна. Предмета вĕрентнисĕр пуçне кашни çулах класс ертсе пынă. Ку питĕ пысăк та яваплă ĕç. Кашни ачан пултарулăхне, унăн туртăмне, килти условисене, сывлăхне, кăмăл-туйăмне пĕлсе унăн ырă енĕсене аталантарса пыма, çитменлĕхсене пĕтерме мĕн чухлĕ вăй хумалла учителĕн! Уроксем хыççăн та ĕç сахал мар: вĕренÿре ĕлкĕрсе пырайманнисемпе ĕçлемелле, вăйлисемпе уйрăммăн лармалла, хаçат-журнал кăларма хăнăхтармалла, юрă-ташă вĕрентмелле, тĕрлĕрен кружоксене явăçтармалла, ашшĕ-амăшĕсемпе тĕл пулса калаçмалла…

Уявсем умĕн педагогăн çывăрма та вăхăт çук. Вăл ачасене уява хатĕрлет, ашшĕ-амăшĕ умĕнче пĕр-пĕр тема сÿтсе явать. Вăлах концертсенче хăйĕн юрри-ташшипе савăнтарать, спектакльсенче выляса пултарулăхĕпе тĕлĕнтерет. Н.Терентьевăн «Куккук çаплах авăтать» драми тăрăх йĕркеленĕ спектакль ял çыннисен асĕнче халĕ те упранать.

Шкулта ĕçлеме пуçланăранпах Дария Смирнова «Пĕлÿ» обществин пуçламăш организацийĕн председателĕнче вăй хунă. Ĕç çыннисем хушшинче политика тата наука пĕлĕвне анлă сарнăшăн ăна РСФСР «Пĕлÿ» обществин Хисеп грамотипе чысланă. 1981 çулта районти Хисеп Хăми çине кĕртнĕ. Вĕрентÿ ĕçĕнчи çитĕнÿсемшĕн панă наградăсем те йышлă хастар та харсăр çыннăмăрăн.

– Учительшĕн чи пысăк парне хăй вĕрентнĕ ачасем юратни, хисеплени. Ял çинче ырă ят хăварни вара – телей. Мĕн кирлĕ тата çынна? – тет ăшă чунлă та сăпайлă педагогика ĕçĕн хисеплĕ ветеранĕ.

Дария Даниловна чылай çул ялти хĕрарăмсен совечĕн председателĕ пулнă май культура çурчĕ çумĕнче алă ĕç кружокĕ, концертсем, диспутсем, викторинăсем йĕркеленĕ, тĕрлĕ лекцисем вуланă. Ăна итлес те итлес килет, ытла та ăшшăн пуплет вăл. Çавăн пекех юлашки çулсенче ялти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашне ăнăçлă ертсе пычĕ, аслă ăрурисен уявĕсене йĕркелессипе питĕ яваплăччĕ.

Дария Даниловнăпа Анатолий Аврамович тăватă ачана кун çути парнеленĕ. Мăшăрĕ мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ачасене биологипе хими вĕрентрĕ. Шел, аслă ывăлĕ вăхăтсăр çĕре кĕрсе ашшĕ-амăшĕн чунне самай амантрĕ. Халĕ вĕсем Альберт ывăлĕн çемйипе килĕштерсе пурăнаççĕ. Хĕрĕсем – Аленăпа Алиса ашшĕ-амăшĕн çулне суйласа илнĕ. Иккĕшĕ те Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта ачасене вĕрентеççĕ.

Ватăсем ачисен ĕçĕпе кăна мар, мăнукĕсен ÿсĕмĕсемпе те интересленсех тăраççĕ. Диана мăнукĕ, акă, Çĕнĕ Пăва шкулĕн директорĕ. Учительсен династийĕ аталанса пынăшăн хĕпĕртеççĕ ял-йыш хисепне пархатарлă ĕçпе тивĕçнĕ Смирновсем.

Р.ГОРШКОВА,
Курнавăшри хĕрарăмсен канашĕн председателĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: Д.Смирнова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code