Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Акцие хутшăнать

Акцие хутшăнать

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ «Тавтапуç сире, хаклă тухтăрсем» акцие хутшăнать.

Театрăн илемлĕх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев палăртнă тăрăх, тĕнчипех алхасакан коронавирус инфекцийĕпе кĕрешекен медицина ĕçченĕсене чун апачĕпе савăнтарасшăн. Çак тĕллевпе вĕсене Федор Павлов пьеси тăрăх лартнă «Ялта» драмăна ыркăмăллăх майĕпе кăтартасшăн. В.Яковлев лартнă драма сцена çинче 16-мĕш çул пырать. Январĕн 15-мĕшĕнче театр медицина ĕçченĕсене ăшшăн кĕтсе илĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code