Вторник, 19 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Поздравления > Çĕнĕ çул саламĕсем

Çĕнĕ çул саламĕсем

Ялкорсене – уяв саламĕ

Сисмерĕмĕр те – тепĕр çулталăк хыçа юлать. Акă часах йывăрлăхсем сахал мар кăларса тăратнă Йĕкехÿрепе сыв пуллашатпăр та шурă Вăкăра алă паратпăр. Вăл çĕнĕ телей, çирĕп сывлăх, ăнăçу, юрату илсе килессе, пурнăç тăнăç тăрасса шанса малалла талпăнатпăр.

Кивĕ çула ăсатса янă май кăçал пирĕнпе тачă çыхăну тытнă ялти обществăлла корреспондентсене аса илмесĕр май çуках. Н.Алексеев, А.Тимофеев, А.Сорокин, А.Молоствов /Елчĕк/, А.Фомина /Çĕнĕ Пăва/, З.Портнова, В.Плотников /Аслă Пăла Тимеш/, С.Трофимов /Лаш Таяпа/, П.Сидоров /Шупашкар/, В.Мешков, В.Вастулова /Аслă Елчĕк/, Л.Енедерова /Тăрăм/, Н.Александров /Çĕнĕ Арланкасси/, Ю.Гордеев, А.Петров /Кушкă/, Р.Макарова /Чĕмпĕр/, В.Сазонов /Кÿлпуç/, В.Московский /Акчел/, З.Кулакова, В.Усанова /Шăмалак/, А.Солин /Тĕмер/, Н.Левая /Çирĕклĕ Шăхаль/ тата ыттисем те. Сирĕнпе малашне те çыхăнăва татас марччĕ. Хаçата кăсăклă тума пулăшнăшăн сире тав тăватпăр, çитес çул та пирĕн чи çывăх та хаклă туссем пуласса шанатпăр.

Вăкăр çулĕ пуриншĕн те ăнăçлă пултăр, хуйхă-суйхă кивĕ çулпа пĕрле ирттĕр, кил-йышра яланах телей хуçалантăр.

Çĕнĕ çул ячĕпе, ырă çыннăмăрсем!

Хаçат редакцийĕ.

 

Акционерсен «Прогресс» хупă обществинче вăй хуракансене, ĕç ветеранĕсене!

Сире кашнинех Çĕнĕ – 2021 çул тата Раштав уявĕсемпе чун-чĕререн саламлатăп, телей, çирĕп сывлăх, чун канăçлăхĕ сунатăп. Çак çул кашнийĕншĕн ăнăçуллă пултăр, ыррине анчах илсе килтĕр.

Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесе малашне те ÿсĕм-çитĕнÿсем тăвар, палăртнă тĕллевсене пурнăçласа ĕненÿпе тата хавхаланупа пурăнар.

П.А.СКВОРЦОВ,
«Прогресс» АХО директорĕ.

 

Хаклă ентешсем, сывлăха сыхлас ĕçре тăрăшакансем тата ветерансем!

Сире пурсăра та Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем ячĕпе ăшă кăмăлтан саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, тулли телей, ăнăçупа çитĕнÿсем сунатпăр.

Çĕнĕ çул çĕнĕ ĕмĕтсем, ырă пулăмсем илсе килтĕр, вăй-хăват иксĕлми пултăр, палăртнă тĕллевсем пурнăçа кĕччĕр. Сирĕнпе юнашар яланах хăвăра хисеплекен тата юратакан, йывăр самантра пулăшу аллине тăсса пама пултаракан çынсем пулччăр.

2020 çул медицина ĕçченĕсемшĕн чăннипех те çăмăл мар çулталăк пулчĕ. Пандеми тапхăрĕнче хăйсен умĕнчи пысăк яваплăха чунпа туйса ырми-канми тăрăшакан мĕнпур медицина ĕçченне чĕререн тав тăвас килет. Шанчăкпа, çутă ĕмĕтсемпе хавхаланса ĕçлеме çирĕп сывлăх сунатпăр сире.

Н.В.УРКОВА,
районти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ.
А.А.ЯСТРЕБОВА,
профком председателĕ.

 

Хисеплĕ ентешсем – АПК ветеранĕсем, ял хуçалăх отраслĕнче тăрăшакансем!

Сире çулталăкри чи асра юлмалли уявсем – Çĕнĕ çул тата Раштав ячĕпе чĕререн саламлатăп!

Çĕнĕ çулта сире çирĕп сывлăх, иксĕлми телей те вăй-хăват, çемьере юрату та килĕшÿ, ĕçре ăнăçусемпе çитĕнÿсем сунатăп. Çĕнĕ çулта тата ăнăçлăрах, тухăçлăрах, хавхалануллăрах ĕçлемелле пултăр.Çĕнĕ çул саламĕ кашни киле çитсе савăнăç кÿтĕр, кулленхи пурнăçра, ĕçре ырă пулăмсем ытларах пулччăр, мĕнпур ĕмĕт-тĕллевĕр пурнăçа кĕтĕр. Ырра шанса, малашлăха ĕмĕтленсе яланах шанчăклăн утар! Çĕнĕ çул ячĕпе, хаклă туссем!

В.А.ШАДРИКОВ,
АПК ветеранĕсен союзĕн районти организацийĕн ертÿçи.

 

Хисеплĕ Елчĕк район халăхĕ!

Сире пурне те Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем ячĕпе ăшшăн саламлатăп!

Çĕнĕ 2021 çул сирĕн кил-çуртăра çĕнĕ телей, савăнăç, ырă та çутă пулăмсем илсе килтĕр, мĕн шутлани, палăртни яланах пурнăçлантăр. Çемьере тата ĕçре яланах килĕшÿ хуçалантăр сирĕн, пурнăçăр тулăх та пуян пултăр.

Хаклă туссем, 2020 çулхи суйлавра пирĕн парти кандидачĕсемшĕн сасăланă мĕнпур çынна чĕререн тав тăватăп, ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу та çитĕнÿсем сунатăп. Шанчăкпа, ĕмĕтпе малалла утăмлар, палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртер. Уявсем ячĕпе сире!

В.Н.ТЕПЛОВ,
«Справедливая Россия» партин районти уйрăмĕн ертÿçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code