Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Комментарий главы администрации Яльчикского района Леонарда Левого к Посланию Главы Чувашии Олега Николаева Государственному Совету Чувашской Республики

Комментарий главы администрации Яльчикского района Леонарда Левого к Посланию Главы Чувашии Олега Николаева Государственному Совету Чувашской Республики

Комментарий главы администрации Яльчикского района Л.В.Левого к Посланию Главы Чувашии Олега Николаева Государственному Совету Чувашской Республики:

— Çыру тĕплĕ те питĕ анлă. Ку Çыру республикăн пĕтĕм сферине пырса тивет. Олег Алексеевич чи малтанах Чăваш Енĕн иртнĕ çулхи аталанăвне тишкерчĕ, пĕтĕмлетрĕ. Çавăн пекех ку çул валли тĕллевсем лартрĕ. Вĕсем сывлăх сыхлавĕпе, халăха социаллă пулăшу парассипе, экономика тата вĕренÿ ыйтăвĕсемпе çыхăннă. Çавăн пекех ял тата ял хуçалăх аталанăвĕ пирки те нумай каларĕ. Палăртма кăмăллă, ял тăрăхĕсенче юлашки вăхăтра ырă ĕç нумай тунă пулсан та малашне пулса пырĕ. Инвестици проекчĕсем пурнăçланĕç, çул-йĕр тăвас, юсас, культурăпа вĕренÿ учрежденисене çĕнетес енĕпе ĕçлĕç. Ял хуçалăхĕнче вара, Çырура палăртнă тăрăх, çĕнĕ технологисене вăя кĕртĕç, патшалăхăн пулăшăвĕпе анлă усă курма майсем туса парĕç. Çырури тĕллевсене, паллах, пĕччен пурнăçлама май çук. Влаç органĕсем, тĕрлĕ шайри депутатсем, бизнес представителĕсем, халăх пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлесе пырсан вĕсене пурнăçлайăпăр. Тĕллевсем уçăмлă. Вĕсем халĕ кашни ертÿçĕшĕн, кашни çыншăн ĕç йĕрки пулса тăмалла тесе шухăшлатăп.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code