Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Поздравления > Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет c Днем защитника Отечества

Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет c Днем защитника Отечества

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

Сире Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Çак уявра эпир Тăван çĕршыв историйĕн паттăрла тапхăрĕсене аса илетпĕр, ветерансене чыслатпăр тата Раççейĕн хальхи салта¬кĕсемпе офицерĕсене – хăйсен пурнăçне Тăван çĕршыва тата унăн интересĕсемпе хăрушсăрлăхне хÿтĕлес ĕçе халаллакан мĕнпур харсăр çынна – тав тăватпăр.

Çар служби хуть хăçан та Çĕршывăмăрăн никама пăхăнманлăхĕшĕн хăрушлăха хирĕç тăма хатĕр хăюллă та вăйлă çынсен ĕçĕ шутланнă. Хăйсен тивĕçне мирлĕ вăхăтра та пысăк яваплăхпа пурнăçлакансене, сăмаха тытакансене, çывăх çыннисемпе тăванĕсемшĕн тăрăшакансене ăшшăн саламлатăп.

Çак чаплă уявпа тÿрремĕн çыхăннă мĕнпур çынна çирĕп сывлăх, иксĕлми ырлăх тата Тăван çĕршывшăн тăвакан пархатарлă ĕçре малашнехи çитĕнÿсем сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ          Олег Николаев

 

 

Уважаемые соотечественники!

Поздравляю вас с Днем защитника Отечества!

В этот праздник мы вспоминаем героические страницы отечественной истории, чествуем ветеранов и выражаем благодарность солдатам и офицерам современной России — всем, кто посвящает свою жизнь Родине, защите ее интересов и безопасности.

Военная служба всегда была уделом мужественных и сильных людей, готовых идти на риск ради независимости Отчизны. Поздравляю тех, кто и в мирное время несет ответственность за порученное дело, держит слово, заботится о близких и родных.

От всей души желаю всем, кто имеет непосредственное отношение к этому празднику, крепкого здоровья, благополучия и дальнейших успехов в благородном деле служения Отечеству!

 

Глава Чувашской Республики                                       Олег Николаев

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code