Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ 2021 çулхи сентябрьте иртет

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ 2021 çулхи сентябрьте иртет

Раççей Федерацийĕн Правительстви Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ирттерессине çĕнĕ тапхăра – 2021 çулхи сентябрь уйăхне – куçарма йышăннă. Ку вăхăт тĕлне çĕршывра эпидемиологи тĕлĕшĕнчи лару-тăру лайăхланасса шанаççĕ.

Аса илтеретпĕр, Раççей Правительстви çырава 2021 çулта ирттересси пирки 2020 çулта, коронавирус чирĕ анлă сарăлнă вăхăтра йышăннăччĕ. Хальхи вăхăтра COVID-19 вирус сарăласси чакса пырать, çĕнĕрен чирлекенсем сахалланаççĕ, вакцинаци программи пуçланнине шута илсе сентябрь уйăхĕ çырав ирттермелли чи меллĕ те хăрушсăр тапхăр тесе палăртнă.

Пĕрремĕшĕнчен, ООН 2020 çулта çырав ирттермелли тапхăра палăртнипе килĕшсе тăрать. Сентябрьте туни вăхăтран вăхăта ирттерес йĕркене пăсмасть, танлаштарма, тĕрĕс кăтартусем пухма май парать. Вĕсене наци тата тĕнче шайĕнче тĕпчеме пулать.

Иккĕмĕшĕнчен, Раççей статистики сентябрь уйăхне çырав ирттермелли чи лайăх вăхăт тесе шутлать. Ун чухне çынсем отпусксенчен таврăнаççĕ, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланать, тĕрлĕ ыйтусене татса параççĕ, электронлă майпа пулăшусем ытларах илеççĕ. Çавăнпа пĕрлех, студентсем нумайăшĕ çыравçă пулса ĕçлеççĕ. Сентябрьте пуçланакан çырав вара вĕсен вĕренĕвне чăрмантармасть, практика шутне кĕрет.

Тата тепĕр пĕлтерĕшлĕ самант пур. Сентябрьте çĕршывăн ытларах территорийĕнче пулакан çанталăкра çыравçăсем шăнса чирлес хăрушлăх чакать.

Çакна та палăртмалла, чир-чĕр сарăлнине пула çырав тапхăрне куçарасси пирки маларах Америка, Аргентина, Бразили, Эквадор, Киргизи тата ытти хăш-пĕр çĕршывсем пĕлтернĕ.

Пандемие пула çырав тапхăрне кăна мар, тĕнчери тата ытти пысăк мероприятисене ирттерессине тепĕр вăхăта куçарнă – 2020 çулхи Олимпиадăна, Европăри футбол чемпионатне, Евровидение.

ЧĂВАШСТАТ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code