Суббота, 4 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости района > Елчĕк ен хыпарĕсем наци радиовĕн хумĕсем çинче

Елчĕк ен хыпарĕсем наци радиовĕн хумĕсем çинче

Елчĕк районĕнче пурăнакансемшĕн тата районăн тулашĕнче тĕпленнĕ ентешсемшĕн савăнăçлă хыпар пĕлтеретпĕр. Паян, 2021 çулхи майăн 28-мĕшĕнче, Чăваш наци радиовĕн хумĕсем çине «Елчĕк ен хыпарĕсем» передача тухрĕ. Çак ĕçе пурнăçлама Чăваш Республикин Наци телерадиокомпанийĕн директорĕпе Вадим Ефимовпа Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый алă пуснă килĕшÿ май пачĕ.

Передача урлă елчĕксем малашне кашни эрнекун ирхине 6 сехет те 10 минутра тата каçхине 18 сехет те 05 минутра районти хыпарсемпе паллашма пултарĕç. Передачăна Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Антонина Александрова ертсе пырать.

Çутă малашлăх, Елчĕк ен хыпарĕсене!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code