Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Юлашки шăнкăрав янăрарĕ…

Юлашки шăнкăрав янăрарĕ…

Районти шкулсенче кăçал 9-мĕш классенчен 159, 11-мĕш классенчен 110 ача вĕренсе тухать.

Вĕсемшĕн тахçанах кĕтнĕ самант – юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Шкул пĕтерекен яшсемпе хĕрсем ачалăх кунĕсемпе, шкул пурнăçĕпе сыв пуллашрĕç. Кĕçех паянхи выпускниксем алла аттестат илсе çĕнĕ çул çине тухĕç. Умра экзаменсем, суйланă профессие алла илесси, çĕршывшăн усăллă çын пуласси.

Асран кайми уяв Çирĕклĕ Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта та иртрĕ. Хаваслă та, хумхануллă та. Çамрăксен куçĕсенче савăнăç, ăнăçу ялтравĕ çиçрĕ. Çав вăхăтрах тунсăх, куляну, салхулăх сĕмĕ те палăрчĕ.

Шкул пĕтерекенсене шкул директорĕ Виктор Карчиков, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – капиталлă строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров, Çирĕклĕ Шăхальти ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан Инесса Воронова, «АСК-Яльчики» хуçалăх ертÿçи Юрий Галкин, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, шкулти ашшĕсен совечĕн хастарĕ Сергей Перепелкин, класс ертÿçисем – Нина Левая, Николай Чернов тата ыттисем саламларĕç, ăнăçусем сунчĕç.

Палăртса хăварма кăмăллă, 11-мĕш класран вĕренсе тухакансенчен пиллĕкĕшĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илсе тăма тивĕç пулчĕç. Леонид Яшин физкультура предмечĕпе Раççей шайĕнчи олимпиадăра тупăшрĕ, Анна Лапшина, Александр Васильев физкультурăпа регион шайĕнчи олимпиада призерĕсем. Олеся Анисимова – шкул хастарĕ, олимпиадăн район шайĕнчи призерĕ. Даниил Ловкин – республикăра астрономи предмечĕпе çĕнтерÿçĕ, физикăпа призер. Класс ертÿçин Николай Черновăн тата Даниил Ловкинăн сăнĕсене кăçал районти Хисеп Хăми çине вырнаçтарнă.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе шкул пĕтерекенсене пĕрремĕш класра вĕренекенсем ăшшăн саламларĕç, Игорь Дмитриев тăххăрмĕшсен ячĕпе учительсене тав сăмахĕ каларĕ. 11-мĕшсем вĕрентекенсене ятран асăнса тав турĕç, ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе илемлĕ сăвăсем каларĕç, çепĕç юрă парнелерĕç.

Чи хумхануллă самант – юлашки шăнкăрав. Ăна 11-мĕш класран вĕренсе тухакан Александр Васильевпа 1-мĕш класра ăс пухакан Анна Гурьева янратрĕç.

Юлашки шăнкăравпа шкул пурнăçĕ вĕçленмест. Çын вăл пĕтĕм пурнăç тăршшĕпе вĕренет, мĕншĕн тесен пурнăç вăл – ĕмĕрхи экзамен.

Галина ЧЕРНОВА,
директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code