Вторник, 30 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости района > Ĕçчен çынран ĕç хăрать

Ĕçчен çынран ĕç хăрать

Аслă Елчĕкри Эдуард Волков 5 çул каялла хресчен (фермер) хуçалăхне йĕркелесе янă. Ун чухне вăл тата çамрăк, 20-ре анчах пулнă. Çав вăхăтри унăн чун-чĕрин çирĕплĕхĕпе теветкелĕхĕнчен юлташĕсем халĕ те тĕлĕнме пăрахман-ха. Тантăшĕ пуçĕпех çăмăл мар ĕçе кÿлĕннине, йывăрлăхсен умĕнче пуçне усма та шутламаннине, мал ĕмĕтпе çунатланнине курмаççĕ мар вĕсем.

Хальхи вăхăтра Эдуард 82 гектар çĕр лаптăкĕпе усă курать. 62 гектарĕ – ял тăрăхĕн харпăрлăхĕнче шутланакан арендăна илнĕ, ытти – халăхăн пай çĕрĕсем. Асăннă лаптăксен ытларах пайне тĕш тырă культурисем йышăнаççĕ, 19 гектарне нумай çул ÿсекен курăксене çитĕнтерме, 13 гектарне хура пусă валли уйăрнă.

Ытларах хаçатăн çитес номерĕнче вулăр…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code