Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости района > «Акатуй» уявĕнче савăнчĕç

«Акатуй» уявĕнче савăнчĕç

Çуркуннехи ака-суха ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн районти çĕр ĕçченĕсем «Акатуй» уявĕнче савăнчĕç. Кăçалхипе вăл районта 63-мĕш хут иртрĕ.

Район хаçатĕнче ял хуçалăх ыйтăвĕсене çутатассипе тимлекен Светалана Архипова журналист АПК тытăмĕнче вăй хуракансен ĕçĕ-хĕлĕ пирки «Елчĕк ен» страницисенче тĕплĕн каласа кăтарма тăрăшнине, çапла майпа аграрисене кулленхи ĕçре хавхалану кÿрессинче тивĕçлĕ тÿпе хывнине нумайăшĕ лайăх ăнланать. Светлаана Анатольевна кулленхи ĕçре анчах мар, уявра та вĕсемпе пĕрле. Хальхинче вăл «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнче вăй хуракансемпе, тăрăшуллă ĕçĕ-хĕлĕшĕн тĕрлĕ шайри ят-сума тивĕçлĕ пулнă ĕçченсен савăнăçне те вĕсемпе пĕрле пайларĕ. Паллах, вĕсем валли хаçатăн çитес номерĕнче тивĕçлĕ вырăн та пулĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code