Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости района > Конкурс çĕнтерÿçисем

Конкурс çĕнтерÿçисем

Аса илтеретпĕр: Елчĕкре МТС йĕркеленнĕренпе 85 çул çитнине халалласа «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕ иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕнчен пуçласа юсавпа техника предприятийĕн ĕçĕ-хĕлĕ тата унăн çыннисем çинчен тĕрлĕ жанрпа çырнă статьясене пĕрин хыççăн тепĕрне кун çути кăтартрĕ. Хаçат страницисенче çав çулсенчи хĕрÿ ĕç вăхăтне сăн ÿкерчĕксенче сăнласа панине те курма пулчĕ.

Нумай çул çак предприятире – «Сельхозтехникăра» ĕçленĕ, Акчел ялĕнче пурăнакан Владимир Московский таврапĕлÿçĕ Елчĕкри МТС кун-çулĕ, ăна аталантарас ĕçре пиçĕхнĕ çынсем пирки çырса кăтартнă «Колхозлă юхăм» статья нумай çын кăмăлне тивĕçтернĕ. Çакна шута илсе унăн материалĕ чи лайăххи – 1-мĕш вырăна тивĕçлĕ тесе йышăннă. Конкурса йĕркелесе ирттерессишĕн яваплă пулнă Светлана Архипова редактор ăна çак ятпа саламласа Дипломпа тата асăнмалăх парнепе – кĕнекепе чысланă.

Çĕнтерÿçĕсене кĕнекесемпе хавхалантаракана, 1996-2001 çулсенче юсавпа техника предприятине ертсе пынă Петр Ефимова та – пысăк тав.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code