Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости района > Шкул çĕнĕ вĕренÿ кĕнекисемпе пуянланчĕ

Шкул çĕнĕ вĕренÿ кĕнекисемпе пуянланчĕ

Шкул пурнăçĕ халăх пурнăçĕпе тачă çыхăнса тăрать. Патшалăхри лару-тăру та, Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕсем те вĕрентÿ ĕçне çĕнĕлле йĕркелеме хистеҫҫĕ. Мускаври «Просвещение» издательство кăларнă 5-мĕш классем валли хатĕрленĕ ҫĕнĕ вĕренÿ кĕнекисем шкулсене ҫитрĕҫ: В.Я.Коровина, В.П.Журавлев, В.И.Коровин «Литература», А.Г.Мерзляк, В.Б.Полонский, М.С.Якир, «Математика», О.В.Афанасьева, И.В.Михеева, К.М.Баранова  «Английский язык». Авторĕсем ҫак кĕнекесене пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсенче усă курма Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе тата 5-мĕш классен ятарлă тĕслĕх программипе килĕшÿллĕн хатĕрленĕ. Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти вĕрентекенсем ҫак вĕренÿ кĕнекесенчи ҫĕнĕлĕхсемпе паллашса тишкерме те пултарчĕҫ. Вĕренÿ кĕнеки пиллĕкмĕш класс ачисене тарăн пĕлÿ  илме пулăшатех.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code