Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости района > Кевер туй хуçисем

Кевер туй хуçисем

Сентябрь уйăхĕнче кĕркунне тĕлĕнмелле хитре. Хĕрлĕ, сарă, хăмăр… çулçисене тăкса ĕлкĕреймен йывăçсем хĕвеллĕ те уяр çанталăкра уйрăмах илемлĕ курăнаççĕ. Ахальтен мар çак вăхăта ылтăн кĕркунне теççĕ. Çут çанталăкăн çак вăхăтне сăнанă май эпир хамăра час-часах юмах тĕнчине лекнĕ евĕр туятпăр мар-и? Лаша Таяпа ялĕнче пурăнакан Людмила Федоровнăпа Алексей Александрович Дмитриевсем 60 çул каялла шăпах çакăн евĕр уяр çанталăкра çемье тĕвĕленĕ. Çавна май Дмитриевсемпе курса калаçма сăлтав пулчĕ пирĕн.

Кевер туйне паллă тăвакан çемьен хапхи умне чарăнсанах кил хуçи хĕрарăмĕ ăшшăн кĕтсе илчĕ. «Хапхаран тухсан пĕр утăм пусайнă анчахчĕ. Савса çÿретĕр. Атьăр, пÿрте кĕрĕрех», — терĕ вăл пире кăмăллăн. Çурта пырса кĕрсенех вĕсен çемйинче те урамри евĕр уяр та хаваслă «çанталăк» тăнине асăрхарăмăр. Хуçисем татулăхпа килĕшÿлĕхре, лăпкăлăхпа ăшăлăхра пурăнсан кил-çурт та кулать мар-и вара? Кирек хăш кĕтесре те тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланни мăшăрăн ĕçченлĕхне кăтартрĕ.

Ытларах хаçатăн çитес номерĕнче вулăр…

Елена Петрова. Фото авторăн.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code