Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кăтартусем шухăшлаттараççĕ

Кăтартусем шухăшлаттараççĕ

Районти ЗАГС пайĕ иртнĕ çулхи демографи лару-тăрăвне пĕтĕмлетнĕ.

Пĕтĕмпе 573 граждан тăрăмĕн актне регистрациленĕ. Районта 76 ача çуралнă /44 арçын ачапа 32 хĕр ача/. Ашшĕ-амăшĕ хăйсен тĕпренчĕкĕсене ытларах Александр, Артем, Богдан, Максим, Роман, Анастасия, Мария, Дарья ятсем хунă. Çавăн пекех час-час тĕл пулманнисем те пур. Калăпăр, Даниэль, Раян, Агния, Евангелина, Зарина, Сабина.

Вилекенсен йышĕ вара чăннипех пăшăрхантарать. 422 çын ку тĕнчерен уйрăлса кайнă ?202 арçынпа 220 хĕрарăм/. Вĕсен вăтам ÿсĕмĕ 74 çулпа танлашнă.

Пĕлтĕр 31 çемье чăмăртаннă, 30 мăшăр расна çулпа утма пуçланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code