Среда, 16 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Олег Николаев журналистсемпе курнăçрĕ

Олег Николаев журналистсемпе курнăçрĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе пресс-конференци ирттерчĕ.

Мероприятие федераци тата республикăри ял-хуласенчи 40-е яхăн журналист, вырăнти блогерсем хутшăнчĕç. Пĕрремĕш ыйту тĕнчери лару-тăрупа çыхăнчĕ. Чи çивĕччи — Донецк тата Луганск Республикисенчен эвакуациленнĕ халăха Раççейри регионсенче кĕтсе илесси. ЧР Пуçлăхĕ республика 600 çынна йышăнма хатĕррине çирĕплетрĕ. Кирлĕ пулсан ытларах та йышăнма пултарĕ.

Кадрсен ыйтăвĕ мĕн пур районта çивĕч, уйрăмах бюджет тытăмĕнче тăрăшакансем, тухтăрсемпе педагогсем çитменни вăрттăнлăх мар. Бюджетниксене ĕç укçине тỹлессине çĕнĕлле йĕркелени анчах лару-тăрăва çăмăллатĕ. Ку — федераци шайĕнчи полномочисем, ку енĕпе улшăнусем пуласса кĕтмелле. Халăха хаксем пысăк хăвăртлăхпа хăпарни канăçсăрлантарать. Республикăри инфляцин иртнĕ çулхи кăтартăвĕ пĕлтĕр Раççейри вăтам шайран та пысăк пулнă. Хаксем ỹсни — тĕнче шайĕнчи пулăм, вăл пандемине пула экономикăри çыхăнусем татăлнипе çыхăннă. Çавна май республика ăна курăмлă витĕм пама пултараймасть. Çапах та вырăнти влаçсем алă усса лармаççĕ, хăш-пĕр енĕпе мерăсем йышăннин усси пурах. Калăпăр, çăкăр хакĕ. Çăкăр пĕçерекенсен, çăнăх авăртакансен пĕр пайне саплаштарни çăкăр-булка хакланса каясран сыхланма май панă. Тепĕр утăм вăл — пĕчĕк хуçалăхсен формисен продукцине пĕрлехи бренд, агромаркет урлă сутассине йĕркелес тĕллев лартни. Çапла туни продукци туса кăларакансемпе ăна туянакансемшĕн те меллĕ пулмалла.

Икĕ сехет ытларах тăсăлнă тĕл пулура çĕкленĕ темăсем анлă та тĕрлĕ енлĕ пулчĕç: социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ, муниципалитетсен реформи, пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси, транспорт ĕçне йĕркелесси, шкулсемпе ача сачĕсем тăвасси, туризма аталантарасси тата ытти те. Олег Алексеевич журналистсен кашни ыйтăвне тĕплĕ хуравлама тăрăшрĕ, вăл е ку ыйтура хăйĕн позицине палăртрĕ.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code