
Пилĕк орден кавалерĕ, çĕршыв ертỹçин пуçарăвĕпе йĕркеленĕ «Геройсен вăхăчĕ» программăна хутшăннă Александр Тихонов полковник — РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн заместителĕ.
Пирĕн ентеш çĕнĕ должноçра чи малтан ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшассипе çыхăннă ыйтусемпе ĕçлĕ.

