Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Поздравления > Поздравления с 8 марта

Поздравления с 8 марта

Хисеплĕ те хаклă хĕрарăмсем!


Сире чĕререн Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Мартăн 8-мĕшĕ — çуркуннехи чи илемлĕ уявсенчен пĕри. Хĕрарăмра илемлĕхпе çепĕçлĕх, ачашлăх, ыркăмăллăх, ăшпиллĕх упранать.

Кил вучахĕн управçи, ăрăва малалла тăсакан та вăлах. Ача амăшĕсене патшалăх паян пур енлĕн пулăшать, çемье капиталĕн сертификачĕпе, тĕрлĕ пособипе, ытти социаллă хỹтлĕхпе тивĕçтерет.

Юратнă асанне-кукамая, хаклă аннесене, мăшăрсене, ытарайми аппа-йăмăка, хаклă ĕçтешсене ырлăх- сывлăх, юрату, иксĕлми телей, ăнăçу сунатпăр.

Сăн-питĕр çинчен хĕвел шевли нихăçан та ан çухалтăр, ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕрсем яланах пурнăçланса пыччăр.

Елчěк район пуçлăхě     А.Г.Васильева.

Елчěк район администрацийěн пуçлăхě    Л.В.Левый.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code