Воскресенье, 8 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шанчăклăх — юсавлă техникăра

Шанчăклăх — юсавлă техникăра

Хăй тĕллĕн çỹрекен тата ытти тĕрлĕ машинăсене тĕрĕслесе тăракан инспекци уй-хирти çурхи ĕçсене хутшăнакан тракторсемпе прицепсене патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларассипе тимлет. Тĕрĕслев вăхăтĕнче тракторсемпе прицепсене юсавлă тытасси, патшалăх енчен регистрацилесси, киввисене шутран кăларасси тĕп вырăнта.

Кашни техника хатĕрне тĕрĕслев витĕр кăларас умĕн регистраци докуменчĕсене йĕркене кĕртмелле. Машинăсем çинче авари палли, пушар сỹнтермелли хатĕр (огнетушитель), медаптечка пулмалла. Пур механизаторăн та медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла, срокран тухнă удостоверенисене улăштармалла.

Çак кунсенче инспекци ертỹçи Владимир Мекшеев «Сатурн» хуçалăхра пулнă. Çавна май вăл тракторсемпе прицепсен, яваплă çынсен докуменчĕ-сем пуррине, техника юсавлăхне тĕрĕсленĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Н.КРУГЛОВ сăн ỹкерчĕкĕнче: В.Мекшеев хуçалăх ĕçченĕсемпе канашланă самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code