Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Хастар ҫамрӑксен форумӗ иртрě

Хастар ҫамрӑксен форумӗ иртрě

Ака уйăхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкар тăрăхěнчи Кӗҫӗн Сěнтěр (Станьяль) ялěнче Чăваш наци конгресěн ҫамрӑксен  регионсем хушшинчи иккĕмĕш «Хастар» форумӗ иртрě. Ҫамрăксен форумне хамăр республикăри тата регионти хěрсемпе каччăсем хутшăнчĕҫ: уйрăмах Пушкăрт Республикинчен, Чěмпěрпе Ěренпур облаçěсенчен, Самар тăрăхěнчен тата Пензăран, Питěртен нумайăн килнě. Елчӗк районӗнчен ҫак форума Марина Вастулова – райадминистрацин ҫамрӑксемпе ĕҫлекен специалисчĕ хутшанчĕ. Форум хăйěн маларах палăртнă ěç планěпе килěшÿллěн этнокомплексра пычĕ. Ертÿçи Сергей Сорокин. Вăл форума хутшӑнакансем килнӗ май, пурне те таврапěлÿ музейěпе, унти экспонатсемпе паллаштарчě.

«Хастарсен» ертÿçи Елена Порфирьева çамрăксен форумне Чăваш наци конгресěн президенчě Валерий Клементьев пурне те сывлăх сунса, саламласа уçнине пěлтерчě. «Хастар» ушкӑнӑн пайташě Анастасия Сидорова хăйěн шухăш-кăмăлне уçса форум ěçне çапла хакларě: «Паянхи пухăва пурте чăвашла калаçакансем, чăваш культурине юратакансем, инçе çула кěскетсе регионсенчен Чăваш Республикине çитме пултарнă. Пěрлěхре – вăй, тесе ахальтен каламаççě…»

Кун йěрки тăрăх форум ěçě «çавра сěтелпе» пуçланчě. Калаçу паянхи пурнăçра çамрăксен пěрлешěвěсен витěмě пирки пычě. Ертсе пыраканěсем Сергей Петровпа Настя Сидорова пулчěç.
Ăсталăх урокě те «Стартап: мӗнрен пуҫламалла, мӗн тума тӑрӑшмалла, ӑҫта илмелле?» кăмăллă иртрě.

«Чӑваш халӑхӗн историйӗпе культури» темăпа культурологи кандидачӗ, историк тата рунолог Владимир Алмантай сăмах каларě. ЧНК «Чăваш ялě» комитечěн ертÿçи Эдуард Бахмисов хăй ертсе пыракан проекчěсемпе паллаштарчě.

 «Чăваш арчи» ăсталăх урокне Чăваш патшалăх университечěн вěренекенěсем Анастасия Сидорова тата Полина Васильева электронла майпа ирттерчěç. «Вокалпа» ăсталăх урокне пачěç Сергей Петровпа Георгий Смирнов.

Елена Энжей, Сергей Петров, Алина Варна, Данила Зайцев, Лев Плотников, Георгий Смирнов тата ыттисем те илемлě юрăсемпе, ташăсемпе форума хутшăнакансене савăнтарчěç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code