Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Актуально > Поздравления с Днем Победы

Поздравления с Днем Победы

Хаклă ветерансем, тыл ĕçченĕсем! Ентешсем!

Сире Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 77 çул çитнĕ ятпа саламлатпăр!

Аслă Çĕнтерĕве туптанă çĕрте Елчĕк халăхĕн тӳпи те пысăк. Районти 8 пин ытла вăй питти çын вăрçă хирне тухса кайнă, вĕсенчен çурри кăна Çĕнтерӳпе килĕсене таврăннă. Паян вĕсенчен иккĕшĕ кăна пирĕн хушăмăрта – Чăваш Тăрăмĕнчи Илья Степанович Волков тата Кармалти Иван Алексеевич Алексеев. 32 салтак арăмĕ, 213 тыл ветеранĕ пурăнать. Вĕсене яланах тимлĕх уйăрăр, май килнĕ таран пулăшар.

Эпир мирлĕ пурнăç парнеленĕ ăрăвăн вăрçăри паттăрлăхĕпе тылри хастарлăхне асра тытма, вĕсен тĕслĕхĕпе çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани пама тивĕçлĕ.

Хисеплĕ ветерансем! Сирĕн умăрта пуçсене таятпăр, сирĕнпе мухтанатпăр, мăнаçланатпăр. Çирĕп сывлăх, тулли телей, мирлĕ тӳпе сунатпăр сире.

Елчĕк район пуçлăхĕ                 А.Г.Васильева
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ            Л.В.Левый

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code