Среда, 1 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ырă ят — ĕмĕрлĕхе

Ырă ят — ĕмĕрлĕхе

Аслă Çĕнтерĕве халалланă уяв Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта хăйне евĕрлĕ иртрĕ. Кунта Раççей шайĕнче çирĕпленнĕ «Парта Героя» вĕрентỹ проекчĕ вăя кĕчĕ.

Ăнă çар тивĕçĕсене чыслăн пурнăçланă Çĕнĕ Пăва тăрăхĕнчи паллă ентешсене халалланă. Вĕсем: Виталий Германов — медицина службин аслă лейтенанчĕ, вăрçă çулĕсенче çĕршер совет салтакĕпе офицерĕн пурнăçне çăлса хăварнă, Василий Краснов — Хĕрлĕ Çăлтăр, II степень Мухтав тата Отечественнăй вăрçă орденĕсен кавалерĕ, Валерьян Спиридонов, Герман Зайцев, Юрий Егоров воин-интернационалистсем — «Хăюлăхшăн», «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», Валерий Васильев (батальон разведкин аслă разведчикĕ) «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальсене тивĕçнĕ.

Уяв мероприятине уçнă май Диана Турхан директор проект пĕлтерĕшĕ çинчен чарăнса тăчĕ. Вăл шăпах вăрçă вăхăтĕнче шкулта ĕçленĕ А.Михайлова вĕрентекен çак манăçми çулсем çинчен каласа кăтартнине аса илчĕ. Çитĕнекен ăрăва аслă ỹсĕмри çынсен тĕслĕхĕпе хавхаланса хыт утăмлă, хăюллă пулма ырă сунчĕ.

Уяв хăнисем (Луиза Викторова — В.Германов хĕрĕ, Галина Абукина — В.Краснов хĕрĕ, Нина Васильева — В.Васильев амăшĕ, Дария Смирнова — вăрçă ветеранĕн Д.Арлановăн хĕрĕ) хăйсен çывăх çыннисене манманшăн, хисеплесе куç тĕлне тунăшăн чĕререн тав туни çинчен пĕлтерчĕç.

Геройсен парти хушшине чи малтан шкулти вĕренỹ отличникĕсем, предмет олимпиадисен çĕнтерỹçисемпе призерĕсем, спортсменсемпе активистсем ларса курма тивĕçлĕ пулчĕç. Çак сăн ỹкерчĕк те шкул музейĕнче ĕмĕрлĕхе вырăн тупĕ…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code