Воскресенье, 26 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Чĕмпĕрсене савăнтарнă

Чĕмпĕрсене савăнтарнă

Ульяновск хулинчи «Винновская роща» культурăпа кану паркĕнче облаçри чăвашсен Акатуйĕ иртнĕ. Унта хутшăннисене область губернаторĕ Алексей Русских, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тата ыттисем саламланă.

Маларах ертỹçĕсем «Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ» музей территорийĕнче «Ă» сас палли палăкне уçнă. Ăна тăвас пирки хăй вăхăтĕнче Олег Мустаевпа Виктор Аванмарт скульптор чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнĕ май пĕр шухăш патне килнĕ.

Палăртса хăварар, чăваш алфавитĕнчи иккĕмĕш сас палли палăкра 4 пайран тăрать: 1-мĕшĕ (Ă тăрри) — хĕвел, 2-мĕшĕ — сăрт, 3-мĕшĕ — çĕр. Вĕсене килĕшỹ палли çыхăнтарать…

Уяв программи культурăпа спорт мероприятийĕсемпе пуян пулнă. Юрă-ташă илемлĕхне вара Елчĕксем те хăйсен тỹпине хывнă. Тỹскелти Алина Ермолаевăпа Иван Шурбин ертсе пыракан хĕрарăмсен «Шуçăм» тата арçынсен «Тускил» ансамблĕсем куракансем патне чылай юрă-кĕвĕ çитернĕ. Олег Мустаев çырса кĕвĕленĕ «Яльчики» юрра вара халăх уйрăмах хапăл тунă: икĕ хутчен юрлама сĕннĕскере, пурте пĕрле ура çине тăрса шăрантарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code