Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш Ен опычĕпе паллашнă

Чăваш Ен опычĕпе паллашнă

Майăн 19-20-мĕшĕсенче Шупашкарта патшалăх ĕçĕсем валли тавар туянас енĕпе ĕçлекен специалистсем хутшăннипе «Тавар туянас ĕçе цифровизацилесси тата оптимизацилесси» ятпа Раççей пĕлтерĕшлĕ форум пулса иртнĕ.

Унта Раççейри 20 регионăн представителĕсем хутшăннă. Унсăр пуçне, 1,5 пине яхăн тавар туянас енĕпе ĕçлекен онлайн мелпе çыхăнăва тухнă. Форум ĕçне çавăн пекех РФ Финанс, Промышленность тата суту-илỹ министерствисен, РФ Монополипе кĕрешекен служба, РФ Казначействин представителĕсем те хутшăннă.

Çак анлă пĕлтерĕшлĕ мероприятие Чăваш Енре ирттерни ахальтен мар. Мĕншĕн тесен Чăваш Республикинче патшалăх тата муниципалитет ĕçĕсем валли тавар туянмалли юхăма информаци технологийĕсене кĕртес тĕлĕшпе çак çулсем хушшинче нумай ĕç туса ирттернĕ. Ĕç-хĕле автоматизацилес тата уçăмлă информаци хутлăхĕ туса хурас тĕллевпе пĕрлехи тытăм йĕркеленĕ. 2021 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче заказчиксен ыйтăвĕсене вăхăтра тата пахалăхлă тивĕçтерме Тавар туянассин регион центрĕ ĕçлеме пуçланă. Çак тытăм вăя кĕнĕренпе вăхăт нумаях иртмен пулин те, ĕç кăтартăвĕсем курăмлă. «ТЭК-Торг» пĕрлĕхĕн генеральнăй директорĕ Дмитрий Сытин палăртнă тăрăх, 6 уйăхра 23,5 миллиард тенкĕлĕх 8 пине яхăн заявка вырнаçтарнă. Тухăçлăхĕ контрактсен малтанхи хакĕн 8,5 проценчĕпе танлашнă, çăхавсен шучĕ 3 хута яхăн чакнă.

Патшалăх тата муниципалитет саккасĕсене вырнаçтармалли информаци тытăмĕ пурри пĕчĕк предпринимательлĕх субъекчĕсемшĕн уйрăмах меллĕ. Вĕсем тавар туянас ĕç-хĕле ытларах хутшăнма пултараççĕ.

Сăмах май, Чăваш Ене патшалăх тата муниципалитет ĕçĕсем валли тавар туянас ĕç-хĕле уçăмлă тата тухăçлă йĕркеленĕшĕн çĕршывра темиçе хутчен те чи лайăххисен шутĕнче палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code