Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости района > Олег Мустаева халалланӑ асӑну каҫӗ иртрӗ

Олег Мустаева халалланӑ асӑну каҫӗ иртрӗ

Ульяновскри «Современник» культура Керменӗнче чӑвашлӑх юхӑмӗн патриотне Олег Мустаева халалланӑ асӑну каҫӗ иртрӗ. Унта Патреккел халӑх хорӗ, Тӳскелти «Шуҫӑм» тата «Тускил» ансамбльсем, Елчӗкри ачасен искусство шкулӗн «Мерчен» ушкӑнӗ хутшӑнчӗҫ, йышлӑ куракана чӑваш юрри-кӗввипе савӑнтарчӗҫ. Мероприятире хулари тӗрлӗ халӑх представителӗ хутшӑнчӗҫ, пирӗн ентеш туса хӑварнӑ ӗҫсене пысӑк хак пачӗҫ. Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый Олег Мустаева Чӑваш Улӑпӗпе танлаштарчӗ.
Асӑну каҫне пурте пӗрле Олег Мустаевӑн «Яльчики» юррине шӑрантарнипе вӗҫлечӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code