Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Асран тухмасть

Асран тухмасть

Юлашки çулсенче эпĕ Олег Николаевичпа Елена Николаевна Мустаевсен çемйипе çывăхланнине, çак туслăх мана пурнăçра, обществăлла ĕçре вăй-хал панине туяттăм. Анчах та пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче Олег Николаевич пиртен уйрăлса кайрĕ. Манăн унăн пурнăçĕнчи пĕр кунĕ çинчен çеç вулакансене каласа парас килет.

2000 çултан пуçласа 2018 çулхи пуш уйăхĕччен эпĕ районти ĕçпе вăрçă (пенсионерсен), хĕç-пăшаллă вăйĕсен тата право органĕсен ветеранĕсен канашĕн ертỹçинче ĕçлерĕм. Эпир хамăр ĕç планĕнче ветерансемпе экскурсисем йĕркелессине те кĕртсе хăвараттăмăр. Юлашки çулсенче кăна Шупашкарти тĕрлĕ музейсенче, ЧР Патшалăх Канашĕнче, ветерансен канашĕн музейĕнче, Çĕрпỹ тата Дивеево мăнастирĕсенче, Хусан тата Етĕрне хулисенче пулса куртăмăр. Ветерансен асĕнче вара ĕмĕрлĕхех Чĕмпĕр хулипе тарăннăн паллашни юлчĕ. Çак тĕлпулăва пире Чĕмпĕр облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн хастар председателĕ Олег Мустаев йĕркелеме пулăшрĕ.

Олег Николаевич çак ĕç патне ответлăха туйса, чунне парса, ентешсене хисепленине кăтартса пире Елчĕкпе Чĕмпĕр облаçĕн чиккинче хулари делегаципе çăкăр-тăварпа кĕтсе илсе ветерансен кăмăлĕсене уçма пĕлчĕ.

Малаллахи программа вара тĕлĕнмелле пуян пулчĕ. Кашни минутпа усă курма тăрăшрĕç Чĕмпĕрсем. Олег Николаевич вара пирĕнтен пĕр уйрăлмасăр тĕрлĕ çĕре илсе çỹрерĕ.

Малтанах И.Я.Яковлев XIX ĕмĕрте лартнă чиркỹре (ăна Олег Николаевич хăй чĕртсе тăратнă, çав вăхăтрах нумай чиркĕве юсаса çĕнĕ пурнăç парнеленĕ вăл) службăра пултăмăр. «Шупашкартан килнĕ, Шупашкартан», — тесе чиркỹри çынсем пăшăлтатнине, пирĕн çине кăмăллăн пăхнине туйрăмăр. Çав вăхăтрах Олег Николаевич Чĕмпĕрсем хушшинче хăйсен хисеплĕ çынни пулни туйăнчĕ те, курăнчĕ те. Чиркỹре вăл пухăннисем умĕнче сăмах та каларĕ.

Ун хыççăн эпир И.Я.Яковлев шкул-музейне çул тытрăмăр (вăл чиркỹрен инçех мар вырнаçнă). Унпа тĕплĕнрех те çывăхрах паллашрăмăр. Чĕмпĕртен суйланнă Раççей Патшалăх Думин депутачĕсемпе тĕлпулу йĕркелени, вĕсем пире Хисеп хучĕсемпе тата пысăк парнесемпе чыслани хуçасем хăнасене хисеплеме, пăхма пĕлни çинчен тепĕр хут витĕмлĕ кăтарту пулса тăчĕ. Çавăн пекех ветерансен йышĕ чăвашсене çутта кăларакан И.Я.Яковлев палăкĕ умне чечексем хурса пуçне тайрĕ. Çак палăка Олег Николаевич тăрăшнипе лартнă. Ахальтен мар Олег Мустаева Чĕмпĕр облаçĕнче иккĕмĕш Яковлев тесе палăртаççĕ. Çав вăхăтрах ăна Яковлев медалĕпе сумланă.

Чĕмпĕрти Елчĕкрен тухнă пултаруллă çыннисемпе те паллаштарма тăрăшрĕ пире Олег Николаевич. Çак тĕллевпе эпир сĕтел-пукан тăвакан фабрикăра тата суту-илỹ лавкка-музейĕнче пултăмăр. Тĕлĕнмелли нумай пулчĕ унта. Пире «çавра сĕтел» хушшине пуçтарса вĕри чейпе те сăйларĕç.

Ветерансем, паллах, Олег Николаевич хăйĕн пурнăçĕнче тăван халăхăмăрта чăвашлăх туйăмне упраса хăварассишĕн тăрăшнине çак суту-илỹ музей пỹлĕмĕсем урлă тата вăйлăрах туйса илтĕмĕр. Пирĕн, аслă ăрури çынсен, хамăр районти Çĕнĕ Эйпеç каччипе тепĕр хут мăнаçланас, мухтанас туйăм та çуралчĕ. Тата вăл музейра ларакан хут купăса тытса чăваш çеммине янраттарса ячĕ. Çыннăн чун хавалне çĕклентерме пултаракан чăн-чăн чăваш ачи-çке Олег! Епле мухтанас ан килтĕр çакăн пек маттур ентешпе. Мĕнле чăтрĕ пулĕ çак кун пирĕнтен пĕр пăрăнмасăр ертỹçĕ вырăнĕнче çỹресе (ỹксе пилĕкне ыраттарнине никама та кăтартасшăн та, каласшăн та пулмарĕ). В.И.Ленин музей-комплексĕ, Атăл шывĕн çыран хĕррисемпе утса çỹрени — ĕç ветеранĕсен куçĕ умĕнче ĕмĕрлĕхех юлчĕ.

Чĕмпĕрсем экскурси программине хамăр ентешĕн, халĕ Чĕмпĕр хулинче пурăнакан сумлă усламçăн сĕтелĕ хушшинче тăсрĕç. Питĕ вăйлă чыс турĕç-çке пире кỹршĕсем.

Çак пĕр мероприяти тăрăх эпир, Елчĕкри ветерансем, Олег Николаевич Мустаев чăваш наци культурипе йăли-йĕркине, чĕлхипе сăмахлăхне çĕнĕ хăватпа аталантарассишĕн тăрăшнине хамăр куçпа курса килтĕмĕр. Ку енĕпе мĕнлерех пысăк ĕçсем тума палăртнăччĕ чăваш каччи! Сисмерĕмĕр те, унăн харсăр чĕри тапма чарăннăранпа çур çул çитрĕ. Эпир пултаруллă та ырă кăмăллă, пысăк чунлă, кăвар чĕреллĕ, тăван халăхшăн пысăк ĕçсем тунă хамăр юратнă ентеше çухатрăмăр. Эпир, ветерансем, унăн ĕçне-хĕлне пĕр кун курнипе хакларăмăр. Анчах та унăн пĕтĕм чăваш тĕнчишĕн тунă тĕрлĕ енлĕ пархатарлă ĕçĕсем çинчен каласа пĕтерме те çук. Пирĕншĕн, аслă çулти çынсемшĕн, Олег Николаевичпа тĕл пулни паянхи кун та хĕвел пайăрки пек çутатса, ăшăтса тăрать, унăн сăнарĕ асран тухмасть.

Серафима ТЕРЕНТЬЕВА,
республикăри ĕçпе вăрçă ветеранĕсен президиум канашĕн членĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code