Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости района > Алкоголизмран сывалма пулать

Алкоголизмран сывалма пулать

Эрех-сăра этеме мĕнле сиен кỹме пултарнине нумайăшĕ пĕлет. Ĕçке ернисене мĕнлерех сиплемелли, ун авăрне кĕрсе ỹкес мар тесен мĕн тумалли пирки эпир Республикăри наркологи диспансерĕн психиатр-наркологĕпе Алевтина Андреевăпа калаçрăмăр.

— Алевтина Петровна, эрех сиенĕ пирки пурте пĕлеççĕ, анчах та усал шĕвеке çав-çавах ĕçеççĕ. Мĕншĕн?

— Эрех чăнах та хăрушă шĕвек. Çынсем ăна тĕрлĕ сăлтавпа ĕçеççĕ: уявра та, хурлăх пулсан та, ача çуралсан та, çынсем вилсен те. Ĕçекен çын нихăçан та эрех серепине çакланатăп тесе ĕçмест. Нумайăшĕ яланах виçене пĕлсе ĕçетпĕр тесе шутлать.

— Камсем алкоголизм чирĕпе чирлеме пултараççĕ?

— Эрех пĕрмай ĕçсен алкоголизм чирĕпе чирлес хăрушлăх пурин те пур. Хăшĕ-пĕрисен вара чир уйрăмах хăвăрт аталанать. Енчен те ашшĕ е амăшĕ çак чирпе аптăранă пулсан, вĕсен «чирлĕ» генĕсем ачисене куçаççĕ. Çакнашкал çемьере çуралнă ачасем асăннă чирпе ытларах чирлеме пултараççĕ. Хĕрарăмсен арçынсемпе танлаштарсан алкоголизм чирĕ хăвăртрах пуçланать тата йывăртарах иртет.

— Чир пуçланнине мĕнле пĕлме пулать?

— Алкоголизм 3 тапхăрпа аталанать. Пĕрремĕшĕнче ĕçнĕ кунсем нумайлансах пыраççĕ, ỹсĕртекен эрех виçи те ỹссех пырать. Пуçра тĕп шухăш — эрех ĕçес килни пĕрремĕш вырăна тухать. Енчен те ĕçекен çын эрехрен хăпма шутламасть пулсан, кунсерен сăлтав шыраса ăна сыпма пуçласан чир малаллах аталанать.

Этеме мухмăр аптăратма пуçлани иккĕмĕш тапхăр пуçланнине пĕлтерет: ирхине урăлса çитсен çын хăйне питĕ япăх туять, унăн каллех эрех ĕçес килет. Калăпăр, сывă çын уявра эрех нумайрах ĕçнĕ пулсан тепĕр кунне эрех çине куçпа та пăхаймасть — ăна лĕклентерет, хăстарать. Чирлĕ çыннăн вара ун пек мар, вĕсем ĕçес тесе эрех шырама пуçлаççĕ, ĕçсессĕн вара хăйсене çăмăлрах туяççĕ. Анчах та çак туйăм нумайлăха тăсăлмасть, кăшт вăхăт иртсен вăл хăйне каллех япăх туять, каллех эрех ĕçес килет… Хăйне тем чухлĕ «ыран пачах та ĕçместĕп» тесе сăмах парсан та алли каллех черкке патне туртăнать. Çакă вара эрнене, уйăха тăсăлать. Алкоголизм юлашки тапхăра куçнă май çын пачах улшăнать. Унăн пĕтĕм пурнăçĕ эрех тавра çаврăнма тытăнать. Шел пулин те, 1-2 тапхăрĕнче этем темле нумай ĕçсен те хăйне чирлĕ тесе шухăшламасть, унăн сипленес шухăш та çук. Вăл кирек хăçан та ĕçме чарăнма пултаратăп тесе шутлать. Çак паллăпа уйрăлса тăрать те алкоголизм ытти чирсенчен.

— Эрех ĕçме юратакансен ытларах мĕнле чирсем пуçланаççĕ?

— Эрех çынна хăйĕн чури туса хунисĕр пуçне вăл этем сывлăхне палăрмаллах хавшатать. Алкоголь чи малтанах пĕвере сиенлет. Пĕвер церрозĕ — çынсем пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнин сăлтавĕсенчен пĕри. Кунсăр пуçне эрех ĕçме юратакансен хушшинче чĕре инфаркчĕпе тата инсульт пулнипе вилекен нумай. Ĕçке ернĕ çынсем туберкулезпа 3-4 хут ытларах чирлеççĕ. Эрех серепине лекнĕ çынсен «белая горячка» пуçланать.

— Алкоголь чирĕнчен ĕмĕрлĕхех сипленме пулать-и?

— Енчен те çын хăй тĕллĕн ĕçме пăрахаймасть пулсан специалистран пулăшу ыйтмалла. Республикăра çакăн валли мелсем пур, кашни район больницинчех психиатр-наркологсем ĕçлеççĕ, Республикăри наркологи диспансерĕ чирлисене сиплет. Кунта психиатр-наркологсемсĕр пуçне психологсем, социаллă пулăшу паракан спецалистсем те пур. Сăмахран, психологсем алкоголизмпа чирлĕ çынсен çемйисенчи хутшăнусене якатма пулăшаççĕ. Социаллă службăн ĕçченĕсем вара ниçта пурăнма çуккисене ятарлă центрсене вăхăтлăха пурăнма, ĕçпе тивĕçтерекен служба урлă ĕçе вырнаçтараççĕ.

Наркодиспансерăн реабилитаци уйрăмĕнче «Анонимлă наркомансем», «Анонимлă алкоголиксем», «Дюжина», «12 ступеней трезвости» ушкăнсем ĕçлеççĕ, вĕсенче урă пурнăçпа пурăнма вĕрентеççĕ. Кунсăр пуçне тата чирпе аптăракансен тăванĕсем валли те ушкăнсем уçнă.

Енчен те сире е сирĕн çывăх çыннăрсене специалист пулăшăвĕ кирлĕ пулсан Шупашкарти Пирогов урамĕнчи 6-мĕш çуртра вырнаçнă медицина учрежденине пымалла. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 58-03-84, 23-41-82.

Сывлăх — питĕ пысăк пуянлăх, телейлĕ пурнăç никĕсĕ. Кашнинех çакна асра тытса урă пурнăçпа пурăнмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code