Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Юрлакан çын илемлĕ

Юрлакан çын илемлĕ

Районти культура çурчĕ çумĕнчи «Туслăх» ветерансен хорне çỹреме пуçласан Елизавета Бариновăпа паллашрăм. Вăл яштака кĕлеткеллĕ, илемлĕ сăн-питлĕ пулнипе кăна мар, ăслă, вырăнлă калаçăвĕпе, тыткаларăшĕпе мана килĕшрĕ.

Елизавета Ивановна Аслă Таяпари Иван Михайловичпа Ольга Тимофеевна Удаловсен хĕрĕ. Вăрнарти совхоз-техникумран вĕренсе тухсан Çирĕклĕ Шăхаль ялне зоотехник пулса ĕçлеме янă. Кайран, çичĕ яла пĕрлештерекен «Знамя» колхозра зоотехникра, аслă диспетчерта тăрăшнă. Чылай çул хушши Росгос-страхăн Елчĕкри филиалĕн страхлакан агенчĕ пулса вăй хунă. Елизавета Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Вячеслав Бариновпа çемье çавăрнă. Вăл та колхозра шофер, крановщик, тракторист пулса ĕçленĕ. Туслă та килĕшỹллĕ çемьере тăватă хĕр кун çути курнă. Вĕсем пурте ашшĕ-амăшне савăнмалăх çитĕнсе пурнăç çулĕ çине тăнă. Галина — ялти вăтам шкулта директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен канашçинче вăй хурать. Светлана та аппăшĕн çулĕпех кайнă, Çĕнĕ Пăвари шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет, директор çумĕ. Неля — медик. Шупашкарти медицина катастрофин васкавлă пулăшу паракан республикăри центрĕнче ĕçлет. Кĕçĕнни, Ольга, Чăваш наци радиовĕнче, «Çемье тĕрекĕ», «Чăваш Ене килсе курсамăр», «Мăшăр çунат айĕнче» чăвашла передачăсен аслă редакторĕ. Халĕ Чăваш наци телевиденийĕнче те тăрăшать. Унăн сассине радиопа час-часах илтсе савăнатпăр. Бариновсем 9 мăнукĕпе савăнаççĕ.

Елизавета Ивановнăпа Вячеслав Иванович ачисен çемйисем туслă, килĕшỹре пурăнаççĕ. Вĕсем ура çинче çирĕп тăраççĕ, тĕпренчĕкĕсене тĕрĕс воспитани парса ỹстереççĕ, ашшĕ-амăшне яланах пулăшу аллине тăсаççĕ. Ахальтен мар Бариновсене патшалăхăн пысăк наградипе чысланă: 2012 çулта «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орден медальне илме тивĕçнĕ.

Елизавета Ивановна çамрăкранах общество ĕçĕнче хастар. Вăл ялти хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи, шкулти ашшĕ-амăшĕсен комитечĕн ертỹçи, ялти суйлав комиссийĕн председателĕ, темиçе хутчен секретарĕ, членĕ те пулнă. Çав вăхăтрах район хаçачĕн активлă ялкорĕ те. Иртнĕ вăхăта хастар хĕрарăм ырăпа аса илет. Унăн пултарулăхне, тăрăшулăхне нумай Хисеп тата Тав хучĕсем çирĕплетеççĕ.

Районти ветерансен «Туслăх» халăх хорне тĕрлĕ ялтан çỹреççĕ. Инçе çула пăхмасăр Елизавета Бариновăпа Римма Федорова 2011 çултан тарăн сукмак хывнă. Вĕсем иккĕшĕ те Елчĕкри тĕп библиотекăри тĕл пулусене те килеççĕ. Акă, пĕринче Ю.Гагарина халалланă мероприяти пынă. Унта «Я — Земля» юрра шăрантарнине илтсен пухăннисем тăвăллăн алă çупнă. Елизавета мĕн ачаранах юрлама юратнă. «Килте кăмака çумне тăрса юрлаттăм», — тет вăл. Юлташĕпе, Римма Федоровăпа, ялта иртекен мероприятисенче хăйсен юррисемпе халăха савăнтараççĕ. Пĕррехинче вĕсем юрланине Иван Шурбин илтнĕ те вĕсене Елчĕкри хора çỹреме чĕннĕ. Унтанпа 11 çул иртнине сиссе те юлайман шăпчăк саслă юрăçсем.

«Туслăх» ветерансен хорĕ халăх ятне икĕ хутчен хỹтĕлерĕ. Юрă-кĕвĕ ватăсен пурнăçне илем кỹрет, хавхалантарать. Коллективпа пĕрле çỹренĕ концертсене, фестивальсемпе конкурссене епле манăн-ха?! Темиçе хутчен республикăри конкурссене хутшăнса çĕнтерỹçĕсем пулса тăни, республика чысне Чулхулара хỹтĕлени, унта 12 регионти хорсен хушшинче çĕнтерсе Атăлçи федераци округĕн чысне Мускавра хỹтĕлени — çаксем ĕмĕр манăçми пулăмсем. Вĕсем ватăсен пурнăçĕнчи питĕ хаклă аса илỹсем хăвараççĕ, паянхи кун та малалла талпăнма пулăшаççĕ. Çавăнпа та çул инçĕшне пăхмасăр Елчĕкри хора çỹреççĕ маттурсем.

Елизавета Ивановнăн пурнăçне илемлетекен, хавхалану кỹрекен ытти ĕçсем те пур. Вăл, ытти хĕрарăмсем пекех, çыхма, çĕлеме, тĕрлеме юратать. Пỹрт умĕнчи пахчара пĕчĕк кỹлĕ чавнă, йĕри-тавра тĕрлĕ чечек ỹстерет. Унта халĕ те илемлĕ розăсем аякранах куçа илĕртеççĕ. «Çынпа чуна уçса калаçма юрататăп эпĕ», — тет Елизавета Ивановна. Çын инкекĕ, нуши унăн чĕринех пырса тивет, савăнăçĕ вара чунне ăшăтать.

Пĕррехинче пĕр хĕр ача урампа йĕрсе пырать.

— Мĕн пулчĕ? — ыйтатăп унран.

— Асанне дневник илме укçа памарĕ. Мана вăл питĕ кирлĕ, — йĕрет пĕчĕкскер.

Вара ăна çавăтса лавккана кайрăм та дневник туянса патăм.

Çакă мар-и çынлăх, ыр кăмăллăх. Нумай та кирлĕ мар ачана, çапах епле савăннă вăл.

Юлашкинчен çакна палăртасшăн: пирĕн «Туслăхри» туслăх малалла та тăсăласса шанса тăратăп. Юрлакан çын ватăлмасть теççĕ. Чăнахах çапла. Çичĕ теçетке çулта та Елизавета Ивановна çамрăк курăнать, ĕçĕпе те тепĕр çамрăкран ирттерет.

Елена АЛЕКСЕЕВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Е.Баринова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code