Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Телей килĕшỹпе çураçуран килет

Телей килĕшỹпе çураçуран килет

Пысăк хăвăртлăхпа шуса пыракан самана таппи хулапа ялăн пурнăç йĕркине чылай енĕпе танлаштарчĕ. Уйрăмах ял хĕрарăмĕн йăла пурнăçĕн майĕсем лайăхланса çĕнелни палăрмаллах сисĕнет. Çав вăхăтрах тĕнчен черченлĕхĕсене, чи çывăх та хаклă çыннăмăрсене чĕрĕ чечексем парнелесе вĕсен çепĕç кăмăл-туйăмне ытларах çĕклекен чăн-чăн арçынсене те çăмăлрах. Вунă çул каялла кăна-ха юратнă çынна, савнине, аннене хакласа илемлĕ чечек çыххи парнелес тесессĕн хулана ятарласа кайса килме тиветчĕ вĕсен. Паян вара Елчĕкрех чечек киоскĕсем (виççĕ!) ĕçлеççĕ. Автовокзалти «Флоренция» чечек салонĕн сутуçи пирки ăшă сăмахсем ытларах илтнĕрен унта çул тытрăм. Çепĕç чĕлхеллĕ калаçăвĕпе, ăшă кăмăлпа кĕтсе илекен Екатерина Дементьевăпа чуна уçса калаçма кăмăл пуррине пĕлтерсен, çамрăк хĕрарăм хăйĕн ĕç-хĕлĕ, çемйи пирки каласа пама хирĕçлемерĕ.

— Катя, мĕншĕн шăпах чечексен киоскне уçма шутларăр?

— Хуларан яла куçса килсессĕнех алăксем сутнă çĕрте тăрăшрăм. Унтан хамăн услам ĕçне йĕркелесе кĕпе-тумтир сутма тытăнтăм. «Магнит» суту-илỹ центрĕнче юсав ĕçĕсем пуçăнсан пĕр вăхăт «Цветы» уйрăм та хупăнчĕ. Çав самант пире чĕрĕ чечексемпе ĕçлеме хистерĕ. Уявсенче чечексем туянас текенсем йышлăччĕ. Вĕсене савăнтарас килчĕ. Темле пулсан та чĕрĕ чечек парнелени кирек камăн чунне те ăшăтать. Малтанах автовокзалта пĕр кĕтес уçнăччĕ. Унта хĕсĕк пулнăран ятарлă киоск пултăр терĕмĕр. Тăвансем пулăшнипе ăна ăсталаса лартрăмăр. «Флоренция» ят патăмăр.

Апла пулсан сирĕн патăрта кирек хăш праçникре те чечек çыххи туянма пулать.

— Çапла. Кама хăш вăхăта, мĕнле чечексен çыххи кирлĕ — пурне те кĕске вăхăт хушшинче хатĕрлесе паратăп.

— Чечексене ăçтан илсе килетĕр?

— Паллах, пирĕн хамăрăн чечексем ỹстерекен теплицăсем çук. Хуларисем заказ парсан хăйсемех кỹрсе параççĕ. Ку енĕпе килĕшỹсем тунă. Клиентсене ир-ирех кирлĕ-и чечек çыххи е каçхине — пирĕншĕн вăхăт пĕлтерĕшлĕ мар, кирлĕ пулсан каланă вырăнах пырса паратпăр. Шăнкăравласа адрес пĕлтермелле кăна. Сăмахран, Çурçĕрте пурăнакан ман патне шăнкăравласа укçа куçарать те хаклă мăшăрĕ е амăшĕ… патне чечек çыххи çитерме ыйтать. Самантрах унăн кăмăлне тивĕçтеретпĕр. Хамăр районти кашни яла кăна мар, кỹршĕ районсене те вăхăтра çитеретпĕр. Кĕтмен парнене илекенсем епле хĕпĕртенине курсан чун-чĕрере ырăлăх хуçаланать. Çынна ăшă кăмăл парнеленинчен ырри мĕн пултăр. «Ак тĕлĕнтермĕш», — теççĕ вара тахçантанпа тĕл пулман ывăл-хĕрĕнчен чечек çыххи илекен амăшĕсем савăнăç куççулĕсене пытараймасăр.

— Кашни хĕрарăмăн чун екки пĕр пек мар. Кама мĕнле чечек çыххи хатĕрлемеллине ăçтан пĕлетĕр?

— Паллах, малтан пĕр-пĕр паллă юбилей е ытти пĕлтерĕшлĕ пулăм кĕтсе илекен мĕнле чечексем кăмăлланине ыйтса пĕлетĕн. Вара хакне кура хатĕрлетĕн. Пирĕн киоскра тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексен ассортименчĕ. Суйласа илмелĕх пур. Кĕлчечексен çыххине кăмăлламан хĕрсем çуках ĕнтĕ. Çавăн пекех эпир ачасем валли улма-çырларан, тĕрлĕ çимĕçрен, шоколадсенчен те парнесем хатĕрлетпĕр, шарсемпе илемлететпĕр. Карçинккаллă парнесем те ăсталатпăр.

— Теприсем савăтри чечексене кăмăллаççĕ…

— Вĕсен кăмăлне тивĕçтермелĕх те майсем çителĕклĕ. Çĕнĕ йышши чечексем те пур пирĕн.

— Катя, паллах, чечек кăмăлламан хĕр-арăм çуках ĕнтĕ. Çапах та кашнийĕн ятне пурте пĕлейместпĕр. Мĕнлисене ытларах туянаççĕ?

— Ятарласа йĕркеленĕ холодильник пỹлĕмĕнче тĕрлĕ чечек йышлă. Ытларах нумай вăхăт çеçкере ларакансене кăмăллакансем йышлăн. Акă, альстромерия, хризантема, эустома, гербера, протея çеçкисене часах тăкмаççĕ.

— Сирĕн ĕç çынна савăнăç парнелет. Çавăнпа та харсăр çамрăк хĕрарăм çинчен ытларах пĕлес килет?

— Эпĕ Аслă Пăла Тимешри Виталипе Эльфрида Дементьевсен аслă хĕрĕ.

— Эльфрида питĕ сайра тĕл пулакан ят. Эпĕ сирĕн ялти Эльфрида Дементьевăна лайăх паллатăп. Нумай çул почтальонкăра ĕçлерĕ вăл.

— Вăл манăн анне.

— Ан тĕлĕнтер?! Вăл Курнавăшран вĕт. Аслă классенче вĕреннĕ чухне унти пекарньăна çăкăр илме каяттăмăр. Сутуçисем кỹршĕ районсене хура çăкăрне, сайкине тỹрех тыттармастчĕç. Хăйсеннисем илсе пĕтернĕ хыççăн кăна. Пире вара хамăрăн тантăшсем, шăпах Эльфрида та вĕсен йышĕнчеччĕ, 5 çухрăм утса килнине ăнланса, пушăлла ямастчĕç…

— Çĕр çаврака тесе ахальтен каламаççĕ çав. Питĕ кăмăллă Сирĕнпе паллашма.

— Çапах та калаçăва сан çинченех малалла тăсар-ха?

— 10 класс пĕтерсен ялти шкул хупăнчĕ. 11 класа Курнавăша кайрăм. Унта общежитире пурăнаттăм. Куккасем патне хăнана каяттăм. Шкулта тĕрлĕ конкурссене хутшăнаттăм. Алла аттестат илсен И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне чăваш чĕлхипе литература уйрăмне вĕренме кĕтĕм. Çамрăклах качча тухрăм.

— Çемье чăмăртасан кил-çурт ача-пăча сассипе илемлĕ.

— Тỹрех заочно вĕренме куçрăм. Ун чухне эпир хулара пурăнаттăмăр. Ача çуралсан унпа лартăм. Мăшăрăм службăра тăратчĕ. Тепĕр пилĕк çултан каллех амăшĕ пулса тăтăм. Упăшка хамăр районти Кавал ялĕнчен. Ăна Таджикистана служба тивĕçне пурнăçлама ярсан хунямапа хуняçа патне куçса килтĕмĕр. Мăшăрăм хăй патне пурăнма чĕнчĕ. Аслине асламăшĕпе аслашшĕ патне хăварса кĕçĕннипе пыма ыйтрĕ. Анчах амăшĕн чĕри ачисене уйăрма пултарĕ-и? Каймарăмăр.

— Çамрăк мăшăрсем пĕр-пĕринчен расна пурăнни пĕрре те ырă патне илсе пымасть…

— Пирĕнпе те çаплах пулса тухрĕ. Ют çĕрте ачасен ашшĕ çĕнĕ çемье çавăрчĕ. Эпĕ вара икĕ ачапа Елчĕке тухса килтĕм, хваттер тара тытрăм.

— Пĕччен хĕрарăма икĕ ачапа пĕрре те çăмăл мар.

— Юрать атте-анне çывăхра. Ачасене пăхма пулăшрĕç. Халĕ те вĕсен пулăшăвĕ пысăк. Хамăн çемьене тăрантарма тивнĕ. Алла илнĕ профессипе ĕçлеме тỹр килмерĕ, çапах икĕ алла пĕр ĕç тупрăмах.

— Катя, эсĕ паян та хăвăн хĕр чухнехи хушаматупа çỹретĕн-çке?

— Килĕшет мана хамăн хушамат. Упăшкапа уйрăлнă хыççăнах ăна хăварасшăнччĕ, анчах май килмерĕ. Пурăна киле интернет урлă Елчĕк каччипе паллашрăм. Пĕр-пĕринпе туслă калаçнă хыççăн килĕштертĕмĕр, пĕрле пурăнма пуçларăмăр, пĕр ĕçпе тăрмăшрăмăр. Алешăна хăйĕн хушамачĕ нихăçан та килĕшмен иккен. Çавăнпа та вăл ăна улăштарас тесе ĕмĕтленнĕ. Вăл мана хамăн çуралнă чухнехи хушамат çывăх пулнине пĕлсен хăйĕн тахçанхи ĕмĕтне пурнăçа кĕртрĕ — Дементьев хушамат илчĕ.

— Апла эсĕ тепĕр хут çемье çавăрнă?

— Çапла. Малтан гражданла мăшăрланупа пурăнтăмăр. Халĕ ĕнтĕ виçĕ çул ытла саккунлă арăмĕпе упăшки.

— Алексей мĕнпе интересленет?

— Вăл Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумне пĕтернĕ. Тĕрлĕ стройкăсенче ĕçленĕ. Вăл манран чылай çул кĕçĕнрех. Малтанхи мăшăртан эпĕ нумай çул кĕçĕнрехчĕ. Халĕ иксĕмĕрĕн пĕр бизнес. Вăл аслă ывăлсемпе пĕр чĕлхе тупнă.

— Çемье йышĕ те пысăкланчĕ пулĕ?

— Халĕ пирĕн 3 ача. Аслисем, Сергейпе Николай, 10, 6-мĕш классенче вĕренеççĕ. Моисей 3 çулта. «Солнышко» ача садне çỹрет.

— Нумай ачаллă çемье ăçта пурăнать?

— Елчĕкрех. Уйрăм çуртпа пурăнатпăр.

— Епле канатăр?

— Инçете тухса çỹреме вăхăт çук. Килтех, çемьепе, юлташсемпе канатпăр. Мунча хутса кĕретпĕр. Хваттерте пурăннă чухне кăштах унта-кунта кайса тăван тавралăх илемĕпе киленеттĕмĕр. Хамăрăн çурт пулни пин хут лайăхрах. Пахчара ĕçлеме те питĕ килĕшет мана. Тутлă та пахалăхлă апат пĕçерме кăмăллатăп.

— Юлташсем нумай-и сирĕн?

— Пур, паллах. Анчах пурнăç пăрăнчăкĕ вĕрентрĕ-ха мана: тепĕр чи çывăх юлташсене те, кумсене те шанма юрамасть. Хăй вăхăтĕнче вĕсен нĕрсĕр хăтланăвне курма тиврĕ. Çапах та çынна нумай куççуль юхтарттарнă хытă кăмăллисен те вăхăт иртнĕ май чунĕсем çемçелессе шанатăп. Ырă туни ырăпа, усал ĕç усалпах таврăнать теççĕ-çке.

— Эсĕ 36 çулта кăна-ха, çапах та пурнăçăн тути-масине аван астивме тивнĕ санăн.

— Çын çуралсанах вăл мĕн курассине Турă çырса хурать теççĕ. Шăпаран тарса пытанаймăн. Чăннипех те çамрăклах темĕн те тỹсме тиврĕ. Пĕрремĕш ача чĕре чирĕпе çуралчĕ. Вăл икĕ уйăхран куçне хупрĕ. Мĕнле йывăр пулчĕ çав хуйхăна тỹссе ирттерме. Малтанхи мăшăрпа пурнăç ăнмарĕ. Халĕ малашлăх çутă пулас шанăçпа çунатланатăп. Ачасем, çывăх çынсем ан чирлеччĕр, упăшкапа йĕркеллĕ пурăнар, хамăрăн пĕрлехи ĕç ăнса пытăр…

— Аттепе анне, тăвансем çумра пулни пĕтĕм йывăрлăха çăмăлтарах ирттерме пулăшать.

— Çапла. Манăн икĕ йăмăк пур. Аня медсестра. Настя ветеринари тухтăрĕ пулма вĕренет. Атте Мускав тăрăхне ĕçлеме çỹрет. Аннепе асанне килте. Хамăрăн услам ĕçне пуçăннăран ăна малалла аталантарса пырас шухăш пысăк. Çемьен тупăшĕ хамăртан кăна килет. Моисее çуратсан икĕ эрнеренех ĕçе тухрăм. Ăна анне пăхрĕ. Халĕ те кану кунĕсенче ачасем кукашшĕ-кукамăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ патне кайса килеççĕ. Пĕрремĕш упăшкан ашшĕпе амăшĕ те мăнукĕсене лайăх пăхаççĕ. Ашшĕ отпуска килсен те ывăлсем унпа юнашар пулма тăрăшаççĕ. Туслă, килĕштерсе пурăннине нимĕн те çитмест. Ашшĕпе амăшĕн шăпи икĕ еннелле уйрăлса кайнăшăн ачасем айăплă мар вĕт. Çавăнпа та пуринпе те килĕшỹре, çураçура пурăнас килет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code