Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Электрик — çутă хуçи

Электрик — çутă хуçи

Сăмахăм Çирĕклĕ Шăхалĕнче çуралса ỹснĕ, Елчĕкри подстанцире ĕçлекен Сергей Перепелкин пирки пырать. Çапах та аслашшĕпе тăванĕсем çинчен аса илмесĕр иртсе кайни йăнăш пулнă пулĕччĕ, мĕншĕн тесен вĕсем унăн характерне, тавра курăмне витĕм кỹнех ĕнтĕ. Хăй те вĕсем пек пулма ĕмĕтленнĕ, тăрăшнă та.

Сергейĕн аслашшĕ, Алексей Семенович Перепелкин, 1896 çулта çуралнăскер, икĕ класлă шкул пĕтернĕ. Мария арăмĕпе 6 ача çуратса ỹстернĕ. Ялти хастарсенчен пĕри шутланнă. Килти тата хирти çĕр участокĕсем çинче ял хуçалăх продукчĕсем туса илнисĕр пуçне, çырмара пĕве пĕвелесе унта пулă ĕрчетнĕ. Пĕр-ик çултан пĕве юшкăнпа тулса ларсан, хурт-хăмăр тытакан артель йĕркеленĕ. Колхоза малтан кĕрекенсенчен пĕри пулнă вăл. Вĕлле хурчĕсене те колхоза панă. Урăхла каласан, çемьене выçă лартман. Ачасене вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларассишĕн тăрăшнă. Вăрçă пуçлансан мобилизаципе вăрçа тухса кайнă. 1942 çулхи ака уйăхĕнче хыпарсăр çухалнă. Çурма тăлăха тăрса юлнă ачасем унăн ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ, пурте тенĕ пекех вĕренсе тухса çĕршывĕпе паллă çынсем пулса тăнă. Асли — Петр (1924-2008) — вăрçăран таврăнсан 1947 çулта Хусан патшалăх университечĕн физикăпа математика факультетне вĕренме кĕрсе 1952 çулта лайăх паллăпа диплом хỹтĕленĕ, ăна Пĕтĕм Союзри сăнавпа наука тĕпчев институтне ĕçлеме чĕннĕ, ядерлă хĕç-пăшал тăвакан объектра инженертан пуçласа наукăн аслă сотрудникĕ таран ỹснĕ. Тăван çĕршыв оборона хăватне çирĕплетес ĕçре пысăк тỹпе хывнă. КПСС Тĕп комитечĕпе СССР Министрсен Совечĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн çĕнĕ прибор шутласа кăларнăшăн ăна В.И.Ленин ячĕллĕ патшалăх премине панă. Вăрçăра тивĕçнĕ Хĕрлĕ Çăлтăрпа Тăван çĕршыв вăрçин II степень орденĕсен çумне Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ хутшăннă. Алексей Семеновичăн тепĕр ывăлĕ Иннокентий Алексеевич (1937) Хусанти хими технологин институчĕ хыççăн Омск тата Томск хулисенче ĕçленĕ. Автоматика приборĕсем тăвакан управленинче инженертан пуçласа трестăн тĕп директорĕн пулăшаканĕ пулса тăрăшнă. Вăл 3 кĕнеке авторĕ, çĕнĕ япаласем шутласа кăларса 7 патент илнĕ. Алексей Семеновичăн иккĕмĕш ывăлĕ Николай (1934) яла юлнă. Вăл вăтам шкул хыççăн электрика вĕренсе тухнă,Совет çарĕнче хĕсметре тăнă.

Служба хыççăн ял хĕрне Евдокине качча илсе авланнă. Вĕсем 7 ача çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ пурте çемьеллĕ. Николай Алексеевич «Знамя» колхозра электрик пулса ĕçленĕ. Пысăк тавра курăмлă пулнăран ăна колхозра электриксене ертсе пыма шаннă. Кăткăс технологиллĕ объектсенчи электрооборудованисене пăхса, юсаса тăнă, çемьере, ĕçре хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă, ачасемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулнă.

Сергей (1977), Николай Алексеевичăн кĕçĕн ывăлĕ, ашшĕнчен курса, вĕренсе пырса çамрăклах электрик пулма ĕмĕтленнĕ. Электрик çутă хуçи пулнине ашшĕнчен курса ĕненнĕ. Çавăнпа та Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкул хыççăн Шупашкарти политехника техникумне вĕренме кĕнĕ. Владивостокра службăра пулнă хыççăн яла таврăнса колхозра электрик пулса ĕçлеме тытăннă. Авланнă. Арăмĕ, Мария Петровна, ял хĕрĕ. Хусанти ветеринари институтне пĕтернĕ. Елчĕкри ветстанцин аптекинче сутуçă пулса тăрăшать. Вĕсем 3 ача çитĕнтереççĕ: Мария (2003) И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренет, Глеб (2006) тата Артем (2011) Çирĕклĕ Шăхалĕнчи шкулта вĕренеççĕ.

Сергей Николаевич хăйĕн пĕлĕвне ỹстерсех пырать. Куçăмсăр майпа И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн электротехника факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш энерготытăмĕн Кăнтăр пайĕнчи Елчĕк округĕн сетĕнче диспетчер пулса ĕçлет. Пысăк дисциплинăллă пулнипе, ĕçе тĕплĕ те вăхăтра пурнăçласа пынипе палăрса тăрать вăл юлташĕсен хушшинче. Çĕрле е кăнтăрла, юр е çумăр çăвать, е асар-писер тăвăл тустарать — вĕсем яланах ĕçре. Сиксе тухнă аварине вăхăтра юсамалла. Ахальтен каламаççĕ халăхра «электрик — çутă хуçи» тесе. Электричество ĕмĕрĕнче пурăнатпăр та, çутă пулмасан — чĕр тамăк.

Сергей Николаевич «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти членĕ. Икĕ хутчен район депутатне суйланнă. Ялта, халăх хушшинче пысăк авторитетпа усă курать. Кашнинех ĕçре, социаллă пурнăçра пулăшма тăрăшать, ырă канашсем парать. Ял çыннисем ăна ял старости пулма суйланă. Куллен ял урамĕсене, масара тирпей-илем кỹртессипе тăрăшать. Çак çулсенче кăна масара тимĕр карта тытса çавăрчĕç, масар пỹртне çĕнĕрен турĕç. Кăçал çăл куç çумĕнче купель тăвассипе ĕçлет, проектпа смета документацисене хатĕрлесе çитернĕ. Ялти урамсене чул сарса хытарассине вĕçленĕ тесен те юрать. Сергей Николаевич килти ĕçсене çăмăллатма кустăрмаллă трактор туяннă. Пушă чухне ял халăхне килти пахчисене сухалама пулăшать. Халь кашни килтех мотоблоксемпе усă кураççĕ пулсан та кашниех çулталăкра пĕрререн кая мар тракторпа тарăнрах сухаласа çемçетсе хăварма тăрăшать. Кашни хуçалăхра тенĕ пекех халĕ курăк лартса ỹстерме тытăнчĕç, çавăнпа та Сергей хăйĕн тракторĕпе курăка çулса илме, пухса кĕртме пулăшать, кирлĕ пулсан, курăка пресласах парать. Лашан кивĕ сеялкисенчен хăй ăсталанă сеялкăсемпе кашни çынах курăк вăрлăхĕ акма усă курма пултарать. Сеялкăсем икĕ тĕрли те пур — алăпа туртса, е мотоблокпа кăкарса ĕçлемелли. Ялта нумай çын усă курать çакăн пек хатĕрсемпе. Вĕсемпе усă курнăшăн укçа илмест çынран, вырăна вăхăтра пырса лартмалла кăна.

Сергейăн ырă йăла пур: çынна пулăшасси унăн юнра. Ялти çынсен çутă пралукĕсене е счетчиксене улăштармалла — улăштарать, каллех çынран укçа ыйтмасть, тав сăмахĕ каланипех çырлахать. Территори пайĕн пуçлăхĕ те урамри лампочкăсене улăштарма е вăхăтра çутса-сỹнтермелли автоматсем лартса пама пулăшу ыйтать унран. Килĕшет, паллах.

— Пуçланă ĕçе вĕçне çитермесĕр чарăнма çук, — тет Сергей Перепелкин. — Килти ĕçсене лампа çутипе тума лекет вара.

Хальхи çамрăксенчен чылайăшĕ ырă кăмăллă, тараватлă пулса, яваплăха туйса ĕçлени савăнтарать. Çак ырă йăласем, чăнах та, йăхран йăха, тăвансенчен куçса пыни чĕрере ăшă туйăм çуратать. Аслисем ачасемшĕн паха тĕслĕх пулмалла. Вара эпир пĕтместпĕр.

Илья ЛЕВЫЙ,
Чăваш Енĕн хисеплĕ тавра пĕлỹçи.
Çирĕклĕ Шăхаль.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code