Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тирпей-илем кĕртнĕ

Тирпей-илем кĕртнĕ

Округри территори пайĕсенче хальхи вăхăтра тавралăха, çурт-йĕр таврашĕсене тасатса тирпей-илем кĕртес енĕпе субботниксем йĕркелеççĕ.

Лаш Таяпари Таса Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркỹ çумĕнчи «Покров» вырсарни шкулне çỹрекен ачасем вĕренỹре анчах мар, ĕçре те харсăр.

Чиркỹ настоятелĕ Силуан Козлов иеромонах ертсе пынипе вĕсем çак кунсенче чиркỹ территорине тасатса тирпейлерĕç. Ачасем пачăшкăна ытти ĕçсене пурнăçлама та пулăшаççĕ. Çуллахи вăхăтра вĕсем чиркỹ картишĕнчи чечексене шăварса, çумран тасатса тăраççĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: вĕренекенсем Силуан аттепе пĕрле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code