Çанталăк çуркунне енне туртăнни куллен çирĕпленсе пырать. Çавна май çĕр хуçин те уй-хирте пурнăçламалли ĕçсем хушăнсах пыраççĕ. Округри чылай ял хуçалăх предприятийĕнче нумай çул ỹсекен курăксемпе кĕрхи культурăсене апатлантарассине, кĕрхи çĕртме лаптăкĕсене сỹрелессине йĕркеленĕ. Акционерсен «Прогресс» хупă обществинче те ĕç шавĕ вăйлансах пырать. Александр Петров, Александр Николаев, Рудольф Федотов çĕр ĕçченĕсене Елена Петрова кĕрхи культурăсене апатлантарнă тапхăрта ỹкерттерсе илнĕ.
Округ уй-хирĕсенче
Апрелĕн 3-мĕшĕ тĕлне округĕпе илсен кĕрхи культурăсене 1164 гектар çинче минераллă удобренисемпе апатлантарнă. Çав шутран «Прогресс» АХОра — 734, «Комбайн» ЯХПКра — 280, «Рассвет» ЯХПКра 150 гектар.
Нумай çул ỹсекен курăксене минераллă удобренисемпе апатлантарас ĕçе «Победа» ОООра (490), «Рассвет» ЯХПКра (360), «Сатурн» ЯХПКра (250 гектар) вĕçленĕ.
«Комбайн» ЯХПКра кĕрхи çĕртме лаптăкне сỹрелеме тухнă. Малтанхи кун çак ĕçе 10 гектар çинче пурнăçланă.