Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăх кар тăнăран çĕнтернĕ

Халăх кар тăнăран çĕнтернĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пирĕн Хĕрлĕ Çар салтакĕсемпе совет халăхĕ пысăк тĕрĕслев витĕр тухнă. Пур халăх кар! тăнăран анчах эпир тĕнчене ирсĕр фашизмран тасатма пултарнă.

1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче ирхине 4 сехетре фашистла Германи тата унăн союзникĕсем пирĕн çĕршыв çине хаяррăн тапăнса кĕнĕ. Тăшман Рига, Виндава, Либава, Шауляй, Каунас, Вильнюс, Гродно, Лида, Волковыск, Брест, Кобрин, Слоним, Бобруйск, Житомир, Киев, Севастополь тата ытти хуласем, чукун çулсем, аэродромсем, СССР тинĕс çар базисем çине бомбăсем пăрахма тытăннă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Çак вăрçă этемлĕхĕн историйĕнче чи хăрушă та чи нумай юн тăкнă вăрçă евĕр палăрса юласса ун чухне никам та шухăшлама пултарайман.

Тăшманăн вирлĕ тапăнăвне чи малтанах чикĕ хуралĕн салтакĕсем тỹснĕ. Вĕсем хỹтĕленнĕ анчах мар, малтанлăха контратакăна çĕкленме те хăват çитернĕ. Малтанхи 8 сехетрех совет авиацийĕ 1200 самолет çухатнă, вĕсенчен 900-шне аэродромсенче ларнă чухнех бомба пăрахса пĕтернĕ (пурĕ 66 аэродром бомба айне пулнă).

Вăрçă пуçланни çинчен совет халăхне радио урлă ирхине ирех мар, кăнтăрла тĕлĕнче анчах пĕлтернĕ. Маларах яланхи передачăсем пынă, мирлĕ кĕвĕ янăранă. В.Молотовăн сăмахĕсем çĕршыв халăхне ура çине тăратнă: «Паян, ирхине 4 сехетре, Германи çарĕсем, вăрçă пуçарасси пирки пĕлтермесĕр, пирĕн çĕршыв çине тапăнса кĕнĕ…»

Çак кунах СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Указĕпе 1905-1918 çулсенчи çара тивĕçлĕ çынсене вăрçа хатĕрлеме пуçланă. «Пурте фронт валли, пурте çĕнтерỹшĕн!» чĕнĕве халăх кар! тăрса йышăннă. Пĕр эрне хушшинче 5 миллион ытла çын фронта тухса кайнă.

Минск, Смоленск, Дубно, Ровно тата ытти хуласене çăмăллăн парăнтарма ĕмĕтленнĕ тăшман совет салтакĕн хаяр хỹтĕленĕвĕпе тĕл пулнă. Малтанхи 3 эрнере Хĕрлĕ Çар Латви, Литва, Беларусь тата ытти хуласене, Украинăпа Молдавин пĕлтерĕшлĕ территорийĕсене тăшман аллине парас мар тесе вирлĕн çапăçнă. Вăрçа кĕтмен Совет Союзне фашистăн çирĕп хатĕрленнĕ çарĕсене хирĕç тăма çăмăл пулман. Çурла уйăхĕн 14-мĕшĕ халăх асĕнчен ĕмĕрне те тухмĕ — шăп çак кун çĕршыв тăшман Смоленск хулине илни пирки пĕлнĕ. Халăхшăн çак пулăм уяр кун аçа çапнипе танлашнă. Мĕншĕн тесен вăл маларах вăрçа аякра — хĕвел анăç енче кĕрленĕ евĕр йышăннă пулсан, асăннă хулана çавăрса илни çĕршыв умне пысăк хăрушлăх кăларса тăратнине чун-чĕрепе туйма май панă. Тăшманăн çĕршывăн тĕп хули Мускав патне çитме 360 километр анчах юлсан халăх тата та хаярланнă…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code