Воскресенье, 19 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çул-йĕре юсанă

Çул-йĕре юсанă

Лаш Таяпа ялĕн урамĕсем тăрăх иртекен «Кавал — Яманчỹрел» район пĕлтерĕшлĕ çулăн çак лаптăкĕнче юсав ĕçĕсене туса ирттермелли куç кĕрет пулнă.

Çакна шута илсе 2022 çулта çак лаптăка юсас тĕллевпе муниципалитет округĕн администрацийĕпе проектпа смета документацине хатĕрлесе çитернĕ. Кăçал аукцион ирттернĕ, «Стройком» строительство организацийĕпе 7 миллион та 929 пин тенкĕлĕх ĕç пурнăçлама контракт килĕшĕвĕ тунă.

Малтан çул хĕррисене 1 метр чухлĕ çирĕплетнĕ, çак ĕçсене пурнăçлама та ĕçсене асăннă организацири строительсене шаннă. Юсав ĕçĕсене «Хăрушсăрлăхлă пахалăхлă çулсем» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн пурнăçланă.

Лаш Таяпа территори уйрăмĕнче пурăнакансем хăйсем чылайранпа кĕтнĕ ĕмĕчĕ пурнăçланнипе кăмăллă пулнине, хăйсен ентешне, ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне Юрий Попова, Елчĕк муниципалитет округĕн администрацине тав тунине пĕлтереççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code