Пятница, 12 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçе чунтан парăннăскер

Ĕçе чунтан парăннăскер

Николай Филиппович Адюков Елчĕк ялĕнче 1953 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнче çуралнă. Елчĕкри вăтам шкула, Шупашкарти энерготехникума пĕтернĕ. 1972-1974 çулсенче Совет Çарĕнче службăра тăнă. Тĕп хулари керамблок тата керамзит заводĕнче электрик (1977-1979), районти «Урожай» ирĕклĕ спорт обществин председателĕ (1979-1993), район администрацийĕн культура, спорт тата архив ĕçĕсен пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ (1994-2006) пулса ĕçленĕ.

Йĕлтĕрпе чупассипе (1977) тата хĕллехи полиатлон (2000) енĕпе СССР спорт мастерĕн кандидачĕ.

ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2003), «Урожай» ирĕклĕ спорт обществăн Тĕп Канашĕн физкультурăпа спортăн отличникĕ (1986). РФ физкультурăпа спортăн Патшалăх комитечĕн Хисеп грамотипе (2005) наградăланă.

Елчĕкре пурăнакан Николай Адюкова 40 çул ытла пĕлетĕп. Район администрацийĕнче пĕрле ĕçлеме тỹр килнĕрен те унăн çичĕ теçеткери пурнăçĕн хăш-пĕр тапхăрĕсене уçса пама ирĕк пур пулĕ тетĕп.

Тỹрех палăртам: Николай Филиппович кирек хăçан та, хуть мĕнле ĕçе те тĕплĕ пурнăçланипе, принциплăхпа, яваплăхпа палăрса тăрать. Пуçăннă ĕçе ячĕшĕн нихăçан та туман. Халĕ те çаплах.

Спортсмен

5-6-ра чухнех тухтăрсем Кольăн икĕ ỹпки те шыçнине палăртаççĕ. Шăнса чирленĕ ача аран сывлать, çывăрнă чухне йĕп-йĕпе тар ăшĕнче. Амăшĕ Сосновкăри санаторине леçмен пулсан мĕнлеччĕ-ши?

Шкул çулне çитсен ирхине чупма, пилĕк таран сивĕ шывпа çăвăнма, ỹт хĕп-хĕрлĕ пуличчен ал шăллипе сăтăрăнма пуçлать. Турникпе туслашать: туртăм шутне 32-е çитерет. Хуçăлнă йĕлтĕрне консерв банкипе çапкаласа юсать те касри ачасемпе ярăнма çỹрет уя. Çав йĕлтĕрпе тетĕшĕ шкул, район чысне те хỹтĕленĕ иккен.

Мал ĕмĕтлĕ ача кĕнеке вулама юратнăран, лавккана кĕркелесех тăнă. Пĕринче унта «Техника лыжника-гонщика», «Аутогенная тренировка лыжника-гонщика» кĕнекесем туянать. Пуçланать вара … Хĕле кĕтсе тăмасть. Çуллах анкарти хыçĕнчи посадкăра муттикпа 60-70 метр йĕр туса, унта йывăç сăсăлĕ сапса тухать. Йĕлтĕр çине тăрса алăсемпе малалла тĕртĕнет. Кĕркунне пахча картисем çумне çулçăсем пуçтарăнсан тренировкăсене «çĕнĕ условисенче» ирттерет. Кросс чупать.

— 8-мĕшне çитиччен эпĕ класри ăмăртусенче те призерсен шутне кĕреймен, — спорт çулĕ çине епле тăнипе паллаштарать юлташăм. — Майĕпен, хатĕрленсе пынă май, çитĕнỹсемпе те хавхаланма пуçларăм: 10 класра районта, Канашра иртнĕ «Урожай» ирĕклĕ спорт обществăн ăмăртăвĕнче чемпион пултăм.

Елчĕкри вăтам шкултан вĕренсе тухсан Н.Адюков Шупашкара электромонтера вĕренме ятарлă курса каять.

— Пĕр канмалли кун прокатран йĕлтĕр илтĕм те Етĕрне çулĕ çине ярăнма тухрăм, — кăсăклă саманта аса илет вăл. — Унта ăмăрту пыратчĕ. Пĕр команда представителĕ хăйĕн спортсменне кăшкăрать — лешĕ çук. Пытăм та: «Атя, эпĕ чупса парап», — терĕм. Номер пачĕç. 15-мĕш кайрăм та 1-мĕш çитрĕм. «Çухал кунтан хăвăртрах!» — кĕтсе илчĕ мана финишра «представитель». Кам, ăçтан пулчĕ? Пĕр-пĕрин пирки нимĕн пĕлеймесĕрех уйрăлтăмăр.

Тĕп хулари энерготехникума вĕренме кĕрсен йĕлтĕрпе, çуран чупассипе çитĕнỹсен списокĕ хушăнма пуçлать. 1976 çулта профсоюз тата комсомол обкомĕсен ăмăртăвĕн финалĕнче 10 çухрăма йĕлтĕрпе чупса 1-мĕш пулать. Ун чухне ăна никам та пĕлмен ĕнтĕ. Çав ăмăрту хыççăн троллейбус çине ларать те пĕр ушкăн калаçнине илтет: «Темĕнле Адюков трассăна кĕскетсе татса тухнă та çĕнтернĕ». Элек чăнлăхпа çыхăнманнине тепĕр кунĕнче çирĕплетет: 15 çухрăмра та чемпион ята тивĕçет.

Раççей шайĕнче техникумсемпе училищĕсем хушшинче ирттернĕ 10, 15 километрлă дистанцисенче тата эстафетăра çĕнтернĕ Елчĕк çамрăкне халĕ ĕнтĕ аванах пĕлме пуçланă. 1978 çулта Шупашкар хулин чемпионатĕнче старта тухас умĕн ун пирки диктор: «Стартует один из сильнейших лыжников Чувашии», — тесе пĕлтернĕ. Кунта, 30 çухрăмлă чупура, унпа никам та танлашайман. Вăл «Спартак» облсовет ăмăртăвĕсенче 10,15, 20, 30 километрлă дистанцисенче, республикăри вĕренỹ заведенийĕсен XI Спартакиадинче 10 çухрăма чупса çĕнтернĕ, республика чемпионатĕнче кĕмĕл призер пулнă.

Николай Филиппович асĕнче — Мурманскра иртнĕ «Çурçĕр уявĕ» (1977ç) супермарафон та. 54 километра 1500 спортсмен пурте харăс старта тухнă. Çав йышра Николай Зимятов Олимп чемпионĕ тата ыт.те. Тепĕр çулхине Архангельскри «Беломор вăййисенче» 50 çухрăма чупса призерсен йышне кĕме те çывăх пулнă — 5 çухрăм юлсан шăнăр туртса хунипе виççĕмĕш призера 3 çеккунт выляса янă.

Елчĕк каччи çăмăл атлетикăра та хăйĕн ятне пĕр хутчен мар пĕлтернĕ. 1979 çулта вăл Чăваш Енри çурхи кросра 3000 метра (8 мин. та 42 çек.) чупса 1-мĕш разряд нормативне тултарнă.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code