Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Тăрăшса ĕçлесен çитĕнỹ пулать»

«Тăрăшса ĕçлесен çитĕнỹ пулать»

Юнкун республикăра, çавăн пекех пирĕн округра та, пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕн ĕçĕсене йĕркелекен аппарат ертỹçи Антон Ширшов, Шупашкарти А.И.Трофимов ячĕллĕ 10-мĕш номерлĕ спорт шкулĕн директорĕн çумĕ Геннадий Егоров округ администрацийĕн ĕçченĕсемпе, шкулсенчи директорăн вĕренỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсемпе, физкультура учителĕсемпе, «Улăп» ФОК тренер-преподавателĕсемпе тĕл пулнă.

Кун йĕркинчи «Чăваш Енри экологи культурин тата çут çанталăкпа перекетлĕ усă курассин çулталăкĕ» темăпа Антон Ширшов тухса калаçрĕ. Асăннă ыйтупа республикăра тĕллевлĕ, ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Экологи политикипе çут çанталăка сыхлас тĕлĕшпе çыхăннă мероприятисене пурнăçа кĕртессипе пирĕн регион Раççейре 6, хытă каяшсене вырнаçтарассипе 11 вырăн йышăннă. «Раççей шывĕ», «БумБатл» акцисенче те пултаруллисен йышĕнче. Иртнĕ çул Чăваш Енри чи ватă юман «Раççейри çулталăк йывăçĕ» наци конкурсĕнче пуçласа çĕнтерни те хăйне кура паллă пулăм.

«Экологи» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн регионта 5 проект пурнăçланать. Вĕсенчен пĕри, округшăн та пĕлтерĕшли — «Коммуналлă хытă каяшсене вырнаçтарассипе комплекслă ĕçлесси». Раççей Президенчĕ В.В.Путин ку енĕпе 2030 çул тĕлне çỹп-çапа пытарассин калăпăшне 2 хут чакармаллине тата ăна сортировка тăвассине 100 процента çитермеллине палăртнă. Çавна май Патăрьел, Муркаш, Канаш округĕсенче хытă каяшсене уйăракан хушма комплекссем тума планлаççĕ.

Округ пуçлăхĕ Леонард Левый та чылай ыйтăва хускатрĕ. Çỹп-çап пирки калас пулсан, чăрмава васкавлă, ăнăçлă татса панă округра. Контейнерсен шутне татах та ỹстерме палăртнă, хальлĕхе 150 ытла. Паллах, вĕсене тĕрĕс-тĕкел тытса тăрасси территори пайĕсен администрацийĕсенчен килет.

Федерацин «Таса çĕршыв» программипе усă курса Елчĕкри свалкăна рекультиваци тăвассине ăнăçлă вĕçленĕ. Кăçал регионти виçĕ округра йĕркелесшĕн асăннă ĕçе.

Республикăра хуçасăр гидротехника сооруженийĕсем — 60 единица. Чи нумаййи Çĕрпỹсен (14), Канашсен (13), Сĕнтĕрвăррисен (10). Пирĕн округпа пĕтĕм 29 объектран тата 3-шне регистрацилемелле.

Леонард Васильевич палăртнă тăрăх, юлашки 3 çул хушшинче «пуçару бюджечĕпе» усă курса шыв башнисене (23) тĕпрен юсассипе, çăл куçсене тасатса купельсем вырнаçтарассипе пысăк ĕçсем туса ирттернĕ. Территорисене тирпей-илем кĕртессипе куллен тăрăшнă.

2024 çула Чăваш Енри Экологи культурин тата çут çанталăкпа перекетлĕ усă курассин çулталăкĕ тесе палăртнă май, Леонард Левый округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайне ятарлă мероприятисен планне хатĕрлеме хушса хăварчĕ…

Информкунра физкультурăпа спорт отрасльне пулăшасси, çынсене сывă пурнăç йĕркине явăçтарасси пирки Геннадий Егоров сăмах илчĕ. Тĕп тĕллев — массăллă спорта аталантарасси. Юлашки çулсенче «Спортпа сывлăх вунă кунлăхĕ», «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ», «Нацисен кросĕ», «Хĕллехи спорт вăййисен кунĕ» тата ытти мероприяти вуншар-вуншар çынна пуçтарать. 2014 çултанпа уйăхсерен Сывлăх тата спорт кунне ирттернĕ май, кашниех спорт объекчĕсемпе тỹлевсĕр усă курма пултарать. Кашни округрах пĕрер пĕлỹ учрежденийĕнче «Самбо — шкула» проектпа майлăн спорт уйрăмĕсем ĕçлеме пуçлĕç. Ăна Елчĕкри вăтам шкул çумĕнче те уçнă. Пĕр ыйту кăна халех канăçсăрлăх çуратать: кадрсен çивĕчлĕхне кура унăн малашлăхĕ мĕнле пулĕ-ши?

Физкультурăпа спорт массăлăхне витĕм кỹрекен тепĕр дисциплина — ГТО. Тăхăр çул каялла çĕнĕрен «чĕрĕлнĕскер», ĕçпе оборонăна хатĕррисен йышне республикипе 294 пин ытла çын тăма ĕлкĕрнĕ, пирĕн округпа — 2 пин ытла. Тĕл пулура вĕсен йышне тата 4 хастар хутшăнчĕ: округ администрацийĕн шут ĕçченĕсем — Елена Патшина, Надежда Мешкова, Алина Воробьева, Надежда Орлова «ылтăн» паллăсемпе удостоверенисене тивĕçрĕç.

Чăваш Енри физкультурăпа спорт аталанăвне Геннадий Петрович анлăн çутатрĕ. Эпир унăн шухăшĕсене вырăнтипе çыхăнтарар-ха: округ пуçлăхĕ лайăххине çеç мар, туса çитерейменнине те «манса» хăвармарĕ.

Округра вăй-хал тĕлĕшĕнчен пиçĕхме, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма услови çителĕклĕ — кăмăл кăна пултăр. Физкультура учителĕсемпе тренер-преподавательсем тăрăшнипе пĕлтĕр округра 62 спорт мероприятийĕ ирттернĕ, республикăри 36 ăмăртăва хутшăннă. Виçĕ спорт мастерĕн кандидачĕ, 7 пĕрремĕш разрядçă, массăллă разрядлă 182 спортсмен хатĕрленĕ. Ентешсенчен 6-шĕ Раççейĕн, 39-шĕ Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командисен йышĕнче ăмăртаççĕ. Округри спортсменсем кире пуканĕ, йывăр атлетика, хоккей енĕпе йĕркелекен ăмăртусенче палăраççĕ ытларах. Футболта, мини-футболта та ỹсĕмсем пур. Леонард Васильевич физкультурăпа спорт тытăмĕнче ĕçлекен кашни специалиста тав турĕ. Çапах та шкул ачисен волейбол, баскетбол вăййисемпе эпир республикăра кайрисен йышĕнче тесен те йăнăш мар-тăр. Хăçантанпа ĕнтĕ?

— Тăрăшса ĕçлесен çитĕнỹ тума пулать, — пĕтĕмлетрĕ хăйĕн калаçăвне Леонард Левый.

Майлă самантпа усă курса вăл Чăваш Енри физкультурăпа спорта аталантарассинче пысăк тỹпе хывнăшăн «Улăп» ФОК инструктор-методистне Петр Смирнова Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе чысларĕ.

Çав кунах Антон Ширшовпа Леонард Левый граждансене харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăннă.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code