Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăхăн ыр кăмăллăхĕ иксĕлми

Халăхăн ыр кăмăллăхĕ иксĕлми

Пирĕн çемье район хаçатне 1946 çултанпа пĕр çул сиктермесĕр çырăнса тăрать. Тавах сана, тăван хаçатăмăр, чылай çул хушши район хыпарĕсене, унăн мухтавлă çыннисем пирки пĕлтерсе тăнăшăн.

Манăн атте, Матвей Кириллович, Финлянди, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçисене хутшăннă. Вăрçă вĕçленсен малтанхи 2-3 çулĕсенче ветерансене вăрçăра панă наградăсемшĕн уйăхсерен укçа паратчĕç. Малтанхи вăхăтра атте хаçата çак укçапа çырăнса илетчĕ. Çапла вара район хаçачĕ маншăн пĕрремĕш букварь кĕнеки те, çырмалли хут вырăнне те пулса тăчĕ.

Ỹссе çитĕнсе хам тĕллĕн пурăнма пуçласан та, ĕçпе çыхăннă ыйтусемпе те район хаçачĕпе çыхăну тытса пурăнтăм, çак туслă çыхăнăва халĕ те упратăп.

Кăçалхи октябрь уйăхĕн 18-мĕшĕ пирĕн пурнăçра пысăк хуйхă хăварчĕ. Çĕр варринче хуçалăхра вут-кăвар алхаснипе вăранса кайрăм — çурт çунать. Хăрушлăха шута илсе мăшăрпа иксĕмĕр чỹречерен урама тухса ĕлкĕртĕмĕр, ывăл ача вара вутран тухса хăтăлаймарĕ. Кỹршĕсене шаккаса вăратни вут-кăвар вĕсен хуçалăхĕ çине сиксе ỹкесрен çăлса хăварчĕ.

Вут-кăварăн юлашки кăмрăкĕсем сỹничченех ырă сунакан çынсем пире тумтирпе, укçа-тенкĕпе пулăшма тытăнчĕç. Инкек пирки хаçат урлă пĕлтернĕ хыççăн тĕрлĕ вырăнтан пире пулăшу аллине тăсрĕç. Редакци коллективĕ хăй те пулăшуран аякра юлмарĕ.

Ăна тата ытти мĕн пур çынна — ял-йыша, округри ялсен, кỹршĕри округсен халăхне, Тутар Республикинчи, Ульяновск облаçĕнчи, Мускав хулинчи, Крымри, Украинăри тăвансене пысăк тав. Пире пурăнма çурт сутакансене пысăк тав, пысăк усă кỹчĕç вĕсем пире.

Мана ырă сунакан пĕр хĕрарăм çапла чуна ăшăтрĕ: «Хăв та ĕмĕр тăршшĕпех халăхшăн ĕçлерĕн те, паллах, халăх та сана хисеплесе пулăшрĕ».

Хама пулăшнă пур этем умĕнче те парăмра эпĕ. Çапла ырă тунине юлашки сывлăш тухиччен те, чĕре тапма чарăниччен те манмăп. Халăхăн ыр кăмăллăхĕ иксĕлми пулни мана малашне те пурăнма, ырă ĕçсем тума хавхалантарать.

Илья ТРОФИМОВ.
Халĕччен Кушкă ялĕнче пурăннă, халĕ Аслă Пăла Тимеш ялĕнче пурăнакан.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code