Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Генерал — 65 çулта

Генерал — 65 çулта

Хисеплĕ ентешĕмĕр — Алексей Владимирович САЙКИН генерал-лейтенант кăрлачăн 11-мĕшĕнче 65 çул тултарчĕ.

Пулас çар пуçĕ Вăрăмхăва ялĕнче çуралса ỹснĕ. Вăл Харьковри СССР ШĔМĕн аслă çар тыл училищине (1981), тыл тата транспорт çар академине (1990), РФ Хĕç-пăшаллă вăйĕсен Генштабĕн çар академине (2004) пĕтернĕ. 1990-1998 çулсенче вăл — Кавказ тăрăхĕнчи чикĕ хуралĕн округĕн тивĕçтерỹ службин начальникĕ, 1998-2002 çулсенче — Раççей чикĕ хуралĕн службин тыл департаменчĕн Управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ, Çурçĕр Кавказри хăрушсăрлăх службин управленийĕн тыл начальникĕ, 2004 çултан — Раççей чикĕ хуралĕн пурлăхпа техника тивĕçтерĕвĕн Управленийĕн начальникĕ. Хальхи вăхăтра Раççей хăрушсăрлăх службин капиталлă строительство управленийĕн Службин ертỹçин çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлать.

А.Сайкина Туслăх, «Çар ĕçĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденсемпе, «Патшалăх чиккине хỹтĕленĕ çĕрте палăрнăшăн», Суворов, «Вилĕмрен çăлса хăварнăшăн» тата юбилей, ведомство медалĕсемпе наградăланă.

Ентеше юбилей ячĕпе округ пуçлăхĕ Леонард Левый саламланă, çирĕп сывлăх, ăнăçу, çар çыннин чысне малашне те çỹлте тытса пыма ырă суннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code