Валентин Урташ поэта асăнса вун-вун чăваш ял-хулисенчи вĕрентỹ тата культура заведенийĕсенче мероприятисем иртрĕç. Литературăна кăмăллакансем «Урташ вулавĕсем» ятпа поэзи каçĕсем йĕркелерĕç. Сăлтавĕ те пысăк пулчĕ — халăхра сумлăран та сумлă ят илнĕ поэт, Тăван çĕршывăн юрăç-патриочĕ Валентин Урташ çуралнăранпа 100 çул çитнине паллă турĕç.

Унăн янăравлă сăввисем тăрăх поэт хăй те, ытларахăшне Александр Сергеевпа ытти композиторсем халăх чунне вырнаçмалли юрăсем кĕвĕленĕ: «Укăлча умĕнче шурă хурăн», «Шупашкарăн лăпкă каçĕсем», «Тавах, анне, çуратнăшăн» тата ытти те. Вĕсем паянхи çамрăксене те тыткăнлаççĕ.
Çыравçăн биографийĕ вăрăмах мар. Вăл Тутарстанри Раккассинче пуçламăш, Элшелĕнче вăтам шкул пĕтернĕ. Çитĕнсен вăрçă хирĕнче юн тăкнă, умĕнчех снаряд çурăлнăран пĕрремĕш ушкăнри инвалид пулса юлнă. Çакă унăн шăпине йывăрлатнă. Шутласа пăхăр-ха, йывăр аманнă шăм-шакпа, уксах урапа, хăрах куçпа, хăраххи татăк, тепринчи кăтăк-катăк виçĕ пỹрнеллĕ алăпа пурăнма мĕн тери йывăр пулнă ăна. Турă панă таланта вара пытараймăн. Çăмăл мар лару-тăрура халăх юратакан икçĕр ытла сăвă-юрă хайлама пултарнă. Çитменнине вăл пĕр вăхăт Хусанта тухса тăнă «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн, каярахпа Чăвашрадио корреспондентĕнче ĕçлеме те чăтăмлăх çитернĕ. Унсăр пуçне мана та, ытти çамрăксене те поэзи тата çырулăх (журналистика е чăн-чăн çыравçă) çулĕ çине тухма пулăшнă. Тепĕр ăслă, самаях çулланнă чăваша Антун Мучи хушма ятпа сăвă кĕнеки кăларса панă.
Çакна та палăртса хăварам-ха, хамăр тăрăхри Раккассинче кăна мар, Тăхăрял тăрăхĕнчи, ун чухнехи Совет Союзĕн вун-вун ял-хулине çитме ĕлкĕрнĕ. Елчĕкре, ман патăмра та сахал мар пулнă. Пĕррехинче виçĕ-тăватă кун хушшинчех «Прогресс» колхозри респубикипех паллă чăх-чĕп ĕрчетекен Маргарита Нягина çинчен пурне те тыткăнлакан «Пĕчĕк Роза» ятлă поэма çырса кăларчĕ. Çакăнпа хавхаланнă, савăннă колхоз председателĕ Александр Иванов ăна вырăнти маçтăр çĕленĕ чаплă кĕрĕк парнеленĕччĕ.
Ыйхă мĕнне пĕлместчĕ поэт. Çĕрĕпе пỹлĕм тăрăх утатчĕ, çĕнĕрен çырнă сăвă йĕркисене хăй тĕллĕн сасăпах вулатчĕ, юрласа та илетчĕ.
Вун çиччĕ тултарнă-тултарманах хăй ирĕкĕпе нимĕç тăшманĕсене хирĕç çапăçма тухса кайнă Валентин Урташ 48 çул ытла пурăнчĕ. Вăрçăра политрук çумĕ пулнă вăл, салтаксене хăй пекех тăшмана хирĕç пĕр шелсĕр кĕрешме хавхалантарнă.
Вăрçă хăрушă вăл. Хальхи вăхăтра та çамрăксем аманни, пурнăçран уйрăлни тарăннăн хурлантарать. Манăн (халĕ сакăр вун çиччĕпе пыратăп) тата хам пек аслă ăрурисен, çамрăксен паян пĕр тĕллев — Украинăра пыракан ятарлă çар операцийĕ пирĕн чыслă çĕнтерỹпе вĕçлентĕр. Çакна тĕпе хурса салтаксене май çитнĕ таран мĕн пур кăмăлтан пулăшасчĕ пирĕн.
Анатолий ТИМОФЕЕВ,
ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раккасси ялĕн хисеплĕ гражданинĕ.

