100 грамм çу çырли, 200 грамм ветчина, консервланă кукуруза, 100 грамм шампиньон, салат çулçи, майонез, 2 çăмарта кирлĕ.
Çăмартана шывра пĕçермелле. Ветчинана турамалла, кăмпана çỹхе касмалла, çу çырлине — çавракан. Çăмартана шултра турамалла. Савăта ветчина, çăмарта, çу çырли, шампиньон, кукуруза ямалла, майонезпа пăтратмалла. Кăштах тăвар хушма юрать.

