Воскресенье, 15 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сунарçăсен биатлонне

Сунарçăсен биатлонне

Лаш Таяпари «Акар» питомникра пĕрремĕш çул ирттермеççĕ.

Кăçал Чăваш Енри округсенчен çеç мар, Мускав, Ульяновск облаçĕсенчен, Тутар, Мари Эл республикисенчен килнĕ спортсменсем те хутшăннă. Вĕсем сунарçăн йĕлтĕрĕпе 1500 метра чупса, 30 метрти мишене тĕл перессипе тупăшнă. Пĕрремĕш вырăна Мари Элти «Габит» команда тухнă, хир сыснине, кашни спортсмен бензопăчкăна тивĕçнĕ. «Ак парс» та унтанах. Вĕсен «трофейра» хур тата аккумуляторлă пăчкăсем. Канаш округĕнчи «Чагас — чакмасть» ушкăн — 3-мĕш. Вĕсем — кăвакал тата инструментсен пуххисен хуçисем. Унсăр пуçне значоксемпе, медальсемпе, дипломсемпе чысланă. Уйрăм 4 номинанта та «пайсăр» хăварман. Халăх вăййисене вара куракансем те хутшăнма пултарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code