Кавалти культура çуртĕнче ĕçлекенсем ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе тĕл пулусем йĕркелессине йăлана кĕртнĕ.
Иртнĕ кунсенче кунта Артем Сынковпа Дмитрий Смирнов салтаксене, вĕсен ашшĕ-амăшне, мăшăрĕсене, тăванĕсене йыхравланă. Уçă калаçура Петр Анисимов афганец, Валерий Федоров чеченец, Александр Головин волонтер сăмах илнĕ май, паттăрсене тăван яла çĕнтерỹпе, ырă-сывă таврăнма, çывăх çыннисене чăтăмлăх суннă. Культура ĕçченĕсем парнесемпе чысланă. Ялти хĕрарăмсен «Селяночка» ансамблĕн, Мария Григорьеван патриотла тата тăванлăх юррисем тĕл пулăвăн пĕлтерĕшне пушшех ỹстернĕ.

