Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пушар. Сыхă пулар

Пушар. Сыхă пулар

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пушар хăрушлăхĕн тапхăрĕ пуçланать.

Ятарлă кампани пулмасан та, ку енĕпе яланах сыхă, асăрхануллă пулмалла. «Хĕрлĕ автанăн» канмалли кунĕ çук. Иртнĕ эрнере кăна, акă, 2 мунча çуннă: Аслă Елчĕкре тата Чăваш Тăрăмĕнче. Иккĕмĕш ялĕнчи пушар çур çĕр иртсен тухнă, анчах шанчăклă çăл куçран пĕлтернĕ тăрăх, ăна сỹнтерме ял çыннисем никам та хутшăнман. Кỹршисем те: «Моя хата с краю…», — текен вырăс сăмахĕсене тĕпе хурса пурăнаççĕ-ши? Пĕрлехи вăй çакăн пек лару-тăрура курăнать…

Çанталăк ăшăтса пынă май урамра нимĕн те çунтарма юрамасть. Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнмасан уйрăм граждансене 5-15 пин, должноçри çынсене 20-30 пин, уйрăм пайтаçăсене 40-60 пин, юридици сăпачĕсене 300-400 пин тенкĕ таран штрафлама пултараççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code